ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Ачасене те хĕрхенмен

Категория: Общество Просмотров: 580

824838УМСĂМАХ. Саласпилс  - Латвин тĕп хулинчен - Ригăран - 18 çухрăмра вырнаçнă хула. Çакăнта иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче нацистла Германи Латвие оккупациленĕ çулсенче (1941 çулхи октябрьтен пуçласа 1944 çулхи кĕркуннеччен) вилĕм концлагерĕ ĕçленĕ. Унăн тĕп хăрушлăхĕ - лагерьте кĕçĕн çулхи ачасене тытни.

1979 çулхине шăпа мана нумай хурлăх курнă çак хулана илсе çитерчĕ. Асăннă лагере тунă чух фашистсем малтанах унта Латвири тата Европăри çĕршывсенчи еврейсене пуçтарас тĕллевлĕ пулнă. Фашистсем çакна пурнăçа кĕртнĕ-кĕртнех. Еврейсене вĕлерсе пĕтерсен Совет влаçне майлисене, Гитлер режимне хирĕççисене асаплантарма пуçланă. Фашистсем  ватти-вĕттине те, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене те шеллемен: пурне те çак вилĕм лагерьне пуçтарса хупнă.

Уйрăм баракра 5 çулчченхи ачасене тытнă. Вĕсен юнне илсе аманнă фашист салтакĕсене сыватма усă курнă. Юн илнĕ ачасем вара кĕске вăхăтрах вилсе выртнă. Çак мелпе тата тĕрлĕ сăнав ирттернипе Саласпилс концлагерĕнче 3 пин ытла ачан пурнăçне татнă.

Экскурсоводăн тепĕр калаçăвĕ пире уйрăмах тĕлĕнтерчĕ. Умри футбол лапамĕ пысăкăш уçă вырăнăн пĕр вĕçĕнчи хăйăр купине тыткăнрисен витресене тултарса тепĕр вĕçĕнчи вак чул купипе улăштармалла пулнă: кунĕпех çапла. Утайми пулнисене çавăнтах персе пăрахнă.

Лагерьте пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсене пепкисем ĕçлеме чăрмантараççĕ тесе ачисенчен уйăрнă. Пепкесене сĕт бидонĕсенчен, сĕт тесе  улталаса, гипс шывĕ ĕçтерсе вĕлернĕ.

Шăматкунсерен гестапоран килнĕ пысăк пуçлăх тыткăнрисем асапланса вилнине сăнаса ларнă. Ку опыт валли лагерьти çур метр сарлакăш вырăнпа çынсене уçă вырăна хăваласа кăларнă. Ун витĕр тухакансем хăйсем çине хăйсем алă хунă. Ку конвейер та кунĕпех ĕçленĕ...

Эпир пулса курнă чух  ку вырăнта мемориал комплексĕ ĕçлетчĕ. Плитасем çине тыткăнра пуç хунă пиншер çын ятне çырса хунăччĕ. Палăк çывăхĕнче чĕре тапнă пек сасă илтĕнни чуна çÿçентеретчĕ. Ирĕксĕрех куçсем шывланатчĕç. Куç умĕнче Латвие ирĕке кăларассишĕн пуç хунă пиншер совет салтакĕн сăнарĕ тăрать. Вĕсем хушшинче чăвашсем те йышлăн. Муркашсем те пурах-тăр. Çак инкеке пирĕн те, хамăр ачасемпе мăнуксен те нихăçан та манас марччĕ. Хамăра фашизм хăрушлăхĕнчен ирĕке кăларнă кашни салтакпа унăн паттăрлăхне  ялан асра тытасчĕ, вĕсем пирки çитĕнекен ăрăва каласа парса çакăн пек хăрушă вăрçăран пăрăнса иртессишĕн ĕçлеме, тăрăшма чĕнсе каласчĕ.

Пурте пĕр ĕмĕт-тĕллевлĕ пулсан çеç эпир тĕнчене тăватă çул кисретнĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хăрушă ахрăмĕнчен вăхăтра пăрăнса иртме пултарăпăр.

Герман ОСИПОВ.

Шомик ялĕ.

Интернет ресурсĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс. Новости