ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Чăваш Ен РФ Президенчĕн "май уйăхĕнчи" хушăвĕсене пурнăçлать

Категория: Общество Просмотров: 167

Путин на пресс-конференцииВладимир Путин 2017 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче пресс-конференцире каланинчен:

"Мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла - ку вăл халăх йышĕ сахал вырăнсенче (100-тен пуçласа 2 пин çын таран) çĕнĕ йышши медицина пулăшăвĕн мелĕсене тăвасси тата вĕсене сыхласа хăварасси. Пирĕн çĕнĕ ФАПсем тумалла, ку таранччен упрайманнисене çĕнетмелле.

Иккĕмĕшĕнчен, 100 çынтан сахал пурăнакан ялсенче куçса çÿрекен медпунктсем йĕркелесе вĕсемпе туллин усă курмалла".

 

Раççей Президентне Владимир Путина нумаях пулмасть иртнĕ пресс-конференцире ыйту пачĕç: "май уйăхĕнчи" хушăвĕсене вырăнсенче пурнăçланине вăл хăй мĕнлерех хаклать; Президент хушусем пурнăçланса пынине "тивĕçтерет" тесе хак пачĕ. 2018 çул пĕтĕмлетÿсем тумалли хăйне евĕр вăхăт пулать. Чăваш Республикинче Президент хушăвĕсене пурнăçлани çинчен пĕлтерме хатĕр.

Аса илтеретпĕр, 2012 çулхи май уйăхĕнчи         11 хушăва тĕрлĕ сферăри лару-тăрăва лайăхлатма кăларнă: хÿтлĕхпе тулаш политикăран пуçласа бюджет ĕçченĕсен ĕç укçи таранах. Уйрăмах юлашки тема нумай калаçтарать, унпа пирĕн бюджет сферинче ĕçлекен миллионшар гражданăн ĕмĕт-тĕллевĕ çыхăннă. Çакна ăнланма пулать. Бюджетра ĕçлекенсен ĕç укçи пысăк мар, вăл тариф сеткипе çыхăннă тата уйрăм çын ĕçĕн пахалăхĕнчен килмест. Промышленноçри тата ытти сферăри ĕç укçин шайĕ яланах пысăкрах пулнă.

Путинăн пĕр хушăвĕ çак танмарлăха пĕтерессипе çыхăннă та. Чи малтанах курăмлă улшăнусене врачсемпе учительсем туйса илчĕç. Кайран - бюджет сферинчи ытти категорири ĕçченсем. Анчах та чылайăшĕ ĕç укçи чăннипех те ÿсесси пирки ĕмĕтленнĕ çеç. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çул ку тĕлĕшпе  пысăк улшăнусем илсе килмелле. Раççей Экономика аталанăвĕн министерстви килĕшнипе ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви шутланă тăрăх, 2018 çулта уйăхсерен вăтамран 24040 тенкĕ тупăш илессине палăртаççĕ. Çакă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи педагогсене, социаллă сферăпа сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене тата тăлăх ачасемпе ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пулăшу паракан организацисен ĕçченĕсене, вăтам тата кĕçĕн медицина (фармацевтика) персоналне, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсене пырса тивет. Вĕсенчен чылайăшĕшĕн ĕç укçи ÿсни сисĕмлĕ пулмалла.

Шкул çулне çитичченхи вĕренÿ организацисенче ĕçлекенсен ĕç укçи  уйăхне вăтамран 22381 тенкĕпе, хушма пĕлÿ паракан патшалăх (муниципалитет) организацийĕсенче ĕçлекенсен  24424 тенкĕпе танлашмалла. Аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçлекенсен, врачсемпе медицина ĕçченĕсен, енчен те аслă медицина пĕлĕвĕ е ытти аслă пĕлÿ пур пулсан, ĕç укçи 48080 тенке çитмелле.

"Пĕтĕмĕшле 2018 çулта асăннă категорири çынсен ĕç укçи валли, малтанлăха палăртнă тăрăх, бюджетран 9695 млн тенкĕ яма палăртнă, вăл шутра ĕç укçине ÿстерме (2017 çулхи çумне хушма) - 1475,3 млн тенкĕ", -  пĕлтернĕ Светлана Енилина.

Асăннă тăкаксене 2018 çул бюджетне хывса хăварнă тата ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ырланă. Çапла вара бюджета йышăннă тапхăртан бюджетра ĕçлекенсен ĕç укçи ÿсесси саккунлă вăя кĕрет. Лайăх хыпар!

Пĕр материалта Президент хушăвĕсене пурне те пурнăçа мĕнле кĕртнине çутатса пама май килмест, анчах та пĕтĕм Чăваш Еншĕн тепĕр çивĕч темăран пăрăнса иртме çук. Сăмах ялсенче медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен пырать. Пресс-конференцире Владимир Путин ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене тăвасси çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Унсăр пуçне Президент вĕсен ĕçне анлăлатмаллине палăртса каларĕ. Тĕслĕхрен, ФАПсем урлă кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерес ĕçе йĕркелемелле. Çĕршыв Пуçлăхĕн шучĕпе, халăх йышĕ сахал пулнăран ФАПсем тунин усси çукрах тесе палăртнă вырăнсенче куçса çÿрекен ФАПсем ĕçлемелле.

Чăваш Енĕн мăнаçланмалли пур. Пирĕн республика - упраса хăварнă тата çĕнĕрен уçнă медпунктсен йышĕпе çĕршывра лидерсен йышĕнче. 2013 çултанпа Чăваш Енре модульлĕ çĕнĕ  146  фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă. Тĕслĕхшĕн инçе кайма кирлĕ мар - Шупашкар районĕнчи Карачура ялĕнче, кунта пурăнакансем калашле "сывлăх çуртĕнче", юлашки ĕçсем пыраççĕ (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре).  2020 çул тĕлне республикăра модульлĕ çĕнĕ 200 ФАП тумалла.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости