ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Пурлăха мĕншĕн хальтерех регистрацилемелле?

Категория: Общество Просмотров: 163

ПетроваЛВ к статье Все о дачной амнистии"Дача амнистийĕ" вăл - харпăр хăйĕн çĕр участокĕсене тата вĕсем çинче вырнаçнă çурт-йĕре ансат мелпе регистрацилесси пирки йышăннă саккун. "Дача амнистийĕпе мĕнле пурлăха харпăрлăха çирĕплетме пулать, асăннă саккунра мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ; Кун пирки эпĕ Росреестрăн Чăваш Республикинчи Элĕкпе Муркаш районĕсенчи муниципалитет пайĕн пуçлăхне Людмила ПЕТРОВĂНА каласа пама ыйтрăм.

- Людмила Викентьевна, айтăр-ха çĕр участокĕсене харпăрлăха регистрацилессинчен пуçлар. Ансат мелпе мĕнле çĕр участокĕсене регистрацилеме пулать-ха;

- Çĕр участокне 2001 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕччен, апла пулсан РФ Çĕр законодательствине йышăниччен уйăрса панă пулсан, ансат мелпе регистрацилеме май пур. Çавна валли çĕре уйăрса панине ĕнентерекен документа илсе МФЦ-на пырас пулать. Заявлени çырма тивет.

Çĕр участокне харпăрлăха уйăрса панине çирĕплетекен документ вырăнне çавăн пирки патшалăх влаç органĕ гражданина панă йышăну пулма пултарать. Çавăн пекех гражданин çĕрпе усă курма илнĕ патшалăх акчĕ (свидетельстви) те юрăхлă. Енчен те çĕр участокне гражданина хушма хуçалăха аталантарма уйăрса панă пулсан, çын регистраци валли хуçалăх кĕнекинчен çырса илнине илсе пыма пултарать. Кунсăр пуçне тата çĕр участокĕ ĕмĕрĕпех усă курма еткерлĕх мелĕпе харпăрлăха куçнă та пулма пултарать. Çапла вара маларах асăннă çак тĕслĕхсенче "дача амнистийĕпе" усă курса гражданин заявленийĕпе килĕшÿллĕн пурлăха ансат мелпе регистрацилеме май туса панă.

Çакă та пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Гражданина çĕр участокĕ уйăрса панине çирĕплетекен документра çĕр участокĕпе усă курассин правин тĕсне кăтартман тата ăна палăртма май килмест пулсан та, ăна регистрацилеме пулать. Кун пек чухне çĕр участокне гражданина харпăрлăха панă тесе шутлĕç.

Çĕр участокне кадастр учетне тăратас пулать. Енчен те вăл куçман пурлăхăн кадастр учетĕнче тăмасть пулсан, "пĕр чÿрече" мелĕпе тÿрех кадастр учетне тăратма та, харпăрлăха регистрацилеме те пулать.

- "Дача амнистийĕн" йĕркисем дача çурчĕсене тата хуçалăхри хуралтăсене пырса тивеççĕ-и-ха;

-  Дача çурчĕ, гараж, мунча тĕлĕшпе те саккун вăйра. Ку объектсем валли строительство ĕçĕсене туса ирттерме ирĕк илни кирлĕ мар. 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кун пек объектсене харпăрлăха регистрацилессин йĕркисем кăштах кăткăсланчĕç. Халĕ çавна валли çĕр участокĕн техника планĕ те, объект вырнаçнă çĕр участокĕн право харпăрлăхне çирĕплетекен документ та кирлĕ.

Çапла вара енчен те объекта тума строительство ĕçĕсене пуçăнма ирĕк илни кирлĕ мар пулсан, ăна регистрациличчен кадастр инженерне чĕнсе илсе объектăн техника планне хатĕрлеме тивет. Çавăн хыççăн кăна объекта кадастр учетне тăратса харпăрлăх правине регистрацилеме пулать.

- Людмила Викентьевна, харпăр хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕрне "дача амнистийĕпе" ансат мелпе регистрацилеме май пур-ши;

- Май пур, енчен те пурăнмалли çурта ял территорийĕнче тата харпăр хăйĕн пурăнмалли çуртне тума е килти хушма хуçалăха аталантарма уйăрнă çĕр участокĕ çинче туса лартнă пулсан. Анчах та кунта сăмах дача е сад юлташлăхĕнчи çурт пирки пымасть.

Харпăр хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕрне кадастр учетне тăратма тата патшалăх регистрацийĕ тума МФЦ-на çак документсене илсе пырас пулать:

- харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ тума ыйтса çырнă заявлени*

- пурăнмалли çурт-йĕр вырнаçнă çĕр участокĕ тĕлĕшпе харпăрлăх правине çирĕплетекен документ*

- техника планĕ тата строительство ĕçĕсене туса ирттерме ирĕк илни. Заявитель хăйĕнпе пĕрле илсе пыман пулсан, строительство валли ирĕк илнине Росреестр вырăнти хăй тытăмлăх органĕнчен хăй тĕллĕн ыйтса илет. Пурăнмалли çурт кадастр учетĕнче тăрать пулсан вара унăн техника планне те Росреестр Кадастр палатинчен хăех илет.

Кунта асăрхаттарса хăварасшăн. "Дача амнистийĕ" харпăр хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕрне тума ирĕк илессинчен хăтармасть.

Харпăр хăйĕн туса лартнă пурăнмалли çуртне "дача амнистийĕпе" регистрациленĕ чухне 2018 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен ăна хута яма (усă курма тытăнма) ирĕк илни кирлĕ мар. "Дача амнистийĕпе" регистрациленĕ чухне патшалăх пошлини çĕр участокĕшĕн 350 тенкĕ, дача çурчĕшĕн е пурăнмалли çурт-йĕршĕн 350 тенкĕ тÿлемелле.

Пĕтĕмлетсе çавна каласа хăварма пулать. "Дача амнистийĕ" çĕр участокĕсем тĕлĕшпе вĕçленмест. Анчах та харпăр хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕрне регистрацилеме 2018 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн объекта хута яма ирĕк илни кирлĕ пулма пултарать. Дача çурчĕсемпе хуçалăхри хуралтăсем валли хальхи вăхăтра техника планĕ кирлĕ.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости