ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Тăрăшуллисем

Категория: Общество Просмотров: 183

DSC08606Сăн ÿкерчĕкре Ильинка ял тăрăхне кĕрекен Тренккă ялĕнчи почта уйрăмĕнче тăрăшакансене куратăр. Ольга Васильева почта çыхăнăвĕнче вунă çул тимлет.  Неонила Васильева та çавăн  чухлех вăй хурать. Вăл асăннă уйрăмри ĕç-хĕле йĕркелесе пырать, почтальонсен ĕçĕпе кăмăллине палăртать. Ирина Иванова вара аслă ĕçтешĕсен ăсталăхне тĕпе хурса тимлет.

 Территорири ĕç тиевĕ пĕчĕк мар, апла пулин те вĕсем пĕчĕк йышпа пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Район шайĕпе илсен ĕç кăтартăвĕ япăх мар. Почтальон ĕçне çăмăл теме çук. Çанталăка пăхмасăр  ялсем тăрăх  утма,  тĕрлĕ çынпа тĕл пулса калаçма тивет.

Почтальон вара кĕтнĕ çын, уйрăмах аслă çулхисем вĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, чылай чухне чуна уçса калаçма тăрăшаççĕ. Вĕсем валеçекен хаçат-журнал çынсен пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. 

Хастар почтальонсен ĕçлес кăмăлĕсем малашне те пысăк пулччăр.

Р. Илларионова

сăн ÿкерчĕкĕ.      

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости