ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

М. Игнатьев: "Çирĕп çемье - çĕршыв тăнăçлăхĕн никĕсĕ"

Категория: Общество Просмотров: 268

1474610899 5497 1РФ Президенчĕ Владимир Путин:

"Çĕршыв пуласлăхĕ, Раççейре ачасем май пур таран ытларах çуралма майсем туса парасси тата вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырасси пирки сăмах пырать".   

Чăваш Енре республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă çул итогĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Халех калама пулать, çемье институтне çирĕплетессипе тата демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе татăклă утăмсем тума тата çĕнĕ задачăсем палăртма май килчĕ.

Иртнĕ юнкун, декабрĕн 6-мĕшĕнче, Чăваш наци библиотекинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăк çемьесемпе - регион проекчĕсен участникĕсемпе тата республикăри доброволецсен юхăмĕсен активисчĕсемпе тĕл пулчĕ. Залра вара çав кун çемье канăçсăрлăхĕсене пăхмасăрах общество пурнăçĕнче активлăхпа палăракансем тата ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракансем пухăнчĕç.

Сăмахран, Верияловсен çемйи "Лучшая семья работающей молодежи" номинацире çемьесен йăли-йĕркин республикăри "Объединение" фестивалĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Дмитрийпе Анна туй ирттерме тата çемье çавăрма хатĕрленекенсен центрне йĕркеленĕ. Çĕнĕ çемьене тĕрĕс йĕркелесси те пурнăçра яваплă самант пулса тăрать вĕт-ха. Çамрăксене ытларах чухне тĕл пулакан йăнăшсенчен асăрхаттарасси, тĕллевсене уçăмлатасси тата пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнусене йĕркелесси центрăн тĕп тивĕçĕ пулса тăрать те.

"Аслă вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухсан Чăваш Енрен тухса каясси пирки пуçра шухăш та пулман. Мĕншĕн тесен хамăрăн республикăра пурăнас та, юратас та, ĕçлес те, ачасем пăхса ÿстерес те килет", - каласа парать Анна Вериялова.

Активлă яш-кĕрĕмрен ытларахăшĕ хăйĕн малашнехи пурнăç çулне тăван республикăпа çыхăнтарма кăмăл тăвать. Тĕл пулăва хутшăннисенчен тăватă çамрăк çемье ĕç отрячĕсенче туслашса паллашнипе йĕркеленнĕ.

"Мана кунта килĕшет. Эпĕ Чăваш Енре çуралнă, ниçта та кайман. Университета пула мăшăра та тупрăм. Çамрăксене аталанма тата малалла кайма республика çамрăксене питĕ нумай туса парать", - хăйĕн шухăшне палăртать                     И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Ирина Мартынова.

Тĕл пулу вĕçĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасен интересĕсене тĕпе хурса Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннĕ наци стратегийĕ пирки тата унăн çĕнĕ пуçарăвĕсем çинчен каласа пачĕ. Вăл шутрах - çемьере пĕрремĕш ача çуралнăшăн тÿлемелле тăвасси, виççĕмĕш ачашăн тÿлеме тытăнасси, ача амăшĕн капиталĕн программине 2021 çулччен тăсасси тата унпа усă курмалли майсене анлăлатасси, ипотека кредитне тÿлеме çăмăллăхсем туса парасси.

"Эсир - пирĕн тĕрек, мĕншĕн тесен çирĕп çемье вăл - патшалăхри тăнăçлăх никĕсĕ", - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Михаил Игнатьев.

Иртсе пыракан çулталăкăн юлашки уйăхĕнче республика Пуçлăхĕ "Материнская слава" Хисеп палли туса хучĕ. Çак награда вăл ачасене воспитани парассипе тата çемьене çирĕплетессипе амăшĕн пĕлтерĕшне татах ÿстерме тивĕç. Çакă вăл - амăшĕсен тава тивĕçлĕ ĕçне патшалăх тата общество шайĕнче хак панин тĕслĕхĕ.

Пĕтĕмĕшле калас пулсан, Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕн итогĕсем япăх мар. Çапах та çемьене çирĕплетессипе тĕп ĕçсем умра-ха.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости