ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Кулленхи пурнăç ыйтăвĕсемпе

Категория: Общество Просмотров: 175

IMG 8196Йăлана кĕнĕ тăрăх, Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннă кун - декабрĕн 12-мĕшĕнче граждансене йышăнмалли пĕтĕм Раççей кунĕ иртрĕ. Çав кун 12 сехетрен тытăнса 20 сехетчен РФ Президенчĕн Мускаври, округсенчи, субъектсенчи обществăлла йышăну пÿлĕмĕсенче, ĕç тăвакан территори влаç органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнассине йĕркелерĕç.

Район администрацийĕнче граждансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев йышăнчĕ. Граждансене йышăнмалли куна депутатсен район Пухăвĕн депутачĕсем, райадминистрацин структура тытăмĕсен яваплă ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Ял тăрăхĕсенче вырăнта пурăнакансене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем йышăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ патне çав кун йышăнăва килекенсем сахал пулмарĕç. Ыйтусене çавăн пекех  телефонпа паракансем те пулчĕç. Ытларах чухне çынсем территорисене аталантарассин, çулсем тăвассин тата юсассин, хамăрăн тавралăха тирпей-илем кĕртессин, пурăнма хăтлăрах тăвассин ыйтăвĕсене хускатрĕç.

Сăн ÿкерчĕкре: черетлĕ йышăну вăхăтĕнче - районăн хисеплĕ гражданинне Валериан Краснова район центрне хăтлăрах тăвассин ыйтăвĕсем канăç памаççĕ.

В. ШАПОШНИКОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости