ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Шыв сикки пĕрлехи тимлĕх ыйтать

Категория: Общество Просмотров: 244

Каргин 2Раççей Прзиденчĕ йышăннă экологи çулталăкĕ юлашки уйăха кĕрет. Иртнĕ тапхăрта çĕршыв ертÿçи палăртнă нумай задача вырăнсенче пурнăçланчĕ. Анчах татса паман ыйтусем çав-çавах пур-ха: вĕлтĕрен-пиçен пусса илнĕ çĕрсем, ишĕлекен çырмасем, санкцилемен вырăнсенчи çÿп-çап куписем, тасамарлăхпа тулнă вăрмансем, тыр-пул ÿсекен уй-хире пусса илекен хурăнлăх т. ыт. те. Çак çитменлĕхсене кашни ял е сала патĕнчех курма пулать пулсан, вĕсене пĕтерессипе тĕллевлĕ ĕçлекенсем те районăн кашни кĕтессинчех пур. Вĕсенчен пĕри - Ильинкăри вăтам шкулта ачасене истори вĕрентекен Игорь КАРГИН.

Игорь Александрович ачасене истори пулăмĕсене тата обществăри улшăнусене вĕрентнипе пĕрлех - тăван тавралăха, çут çанталăка çывăх ăнланма пулăшакан тус та. Район хаçачĕпе тачă çыхăну тытаканскер, паян - пирĕн тĕпел хăни. Мĕнпе савăнать вăл, мĕн çине шанать, унăн кăмăлне пăсакан пулăм пур-и; Игорь Александровича районта нумайăшĕ пĕлнĕрен, пирĕн вулакансемшĕн те ăна хумхантаракан ыйтусем ют пулмалла мар. Çапла мар-и; Ку ыйту çине хаçат тусĕсем хуравласса шанса хамăр калаçăва пуçлатпăр.

-  Çын ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулни унăн пурнăç телейĕ тесе вĕрентет чăваш халăх сăмахлăхĕ. Эсир те, Игорь Александрович, хăвăр пĕрремĕш утăм тунă тăрăхрах тĕпленнĕ. Çавăнпа та историк тата таврапĕлÿçĕ пулнă май, хăвăр енри экологи ыйтăвĕсем те сирĕншĕн ют пулма кирлĕ мар. Çапла мар-и;

-  Кунта эпĕ хамăн сăмахăма малтанхи вĕрентекенрен пуçласа пурнăç тăршшĕпех хама çут çанталăкпа туслаштарса пынă ĕçченсем пирки пуçлатăп. Атте-аннепе пахчара улма-çырла йывăççисем лартни, малтанхи йăрансем туни, шăнкăрч вĕлли ăсталани, сад-пахчана сырăшсем туса çакни çут çанталăка парăннă юратăвăн малтанхи утăмĕсем пулнине нумай вăхăт иртсен тин ăнланса илтĕм. Тавах çак юрату вăрлăхне акакансене. Вăрманкассинчи 8 çул вĕренмелли шкулта хама пуçламăш классенче вĕрентнĕ Ирина Николаевна Беляевăна аса илмесĕр те ыйту тулли хуравлă пулаймасть. Вулама-çырма вĕрентнисĕр пуçне пире вăл тăван тавралăха сăнама, унăн илемне курма, вĕсене хушса пырассишĕн ĕçлеме ăс панин усси çулсем иртнĕçемĕн курăнать. Аслăрах классенче хамăра истори предметне тăван енпе çыхăнтарса вĕрентнĕ М. Проворова, Пушкин чĕлхине ăша хывтарнă            Т. Перлова шкул ачисем тăван ен патриочĕсем пулччăр тесе вăй хунине эпĕ паян туллин ăнланатăп, çакăншăн вĕсене пуç тайса тав тăватăп.

- Эсир - çут çанталăка юратакан çын, тарăн пĕлÿллĕ вĕрентекен. Йывăç лартма, пĕчĕк хунавран пысăк йывăç ÿснине курма, çакăн усси пысăк пулнине ăнланма сире кам вĕрентнĕ-ха;

- Хурава Ильинка тăрăхĕнчи вăрман тусĕ Петр Андреев çут çанталăка юратассипе-хÿтĕлессипе çанă тавăрса ĕçлени ырă сăмаха тивĕç. Нумай çул Ильинка лесничествинче вăй хунăскер, ку тăрăхри нумай çынна ачаллах йывăç лартма, вăрмана юратма вĕрентрĕ. Петр Ильич çулĕсене пăхмасăрах паян та ачасене йывăçсемпе туслă пулмаллине, тăван ен экологийĕшĕн çанă тавăрса ĕçлемеллине ăша хывма пулăшать.

Хамăра вĕрентекенсем çакна маларахах ăнланнăран, пĕрлехи тăрăшулăхпа Ильинкăра шкул лесничествине пурнăç патăмăр. Унти ĕçсене малтанах биологи вĕрентнĕ Н. Пайманова йĕркелесе пычĕ. Вăл тăрăшнипе пурнăçа кĕнĕ "Экологи сукмакĕ" паян та асра. Нина Николаевна пуçарăвне тĕкĕ парса Макаçи ялĕнчи В. Кадыков тунă ÿкерчĕксене туристсем çÿрекен вырăнсене вырнаçтараттăмăр. Вĕсем çинче йывăçсене упрасси, хĕрлĕ кĕнекери ÿсен-тăранпа кайăк-кĕшĕке сыхласси, чĕрчунсен тĕнчи тĕп вырăнтаччĕ.

- Эсир мăнаçлă Атăл хĕрринче вырнаçнăран, кунти илеме упрассипе те сахал мар ĕç тăватăр.

- Çапла. Ку ĕç шкулта ачасене химипе биологи вĕрентнĕ С. Копеева вăхăтĕнче анлă пуçланчĕ. Светлана Геннадьевна пуçарăвĕпе шкулта йывăç питомникĕ йĕркеленчĕ, ачасемпе вĕрентекенсем тата вĕсене кура ял çыннисем хутшăннипе Атăл хĕрринчи çÿп-çапа пуçтарасси кун йĕркине кĕчĕ. Шкул ачисем шăнкăрч вĕллисем, сырăшсем ăсталасси, çут çанталăк тематикипе сочиненисем çырасси, литмонтажсем ирттересси - паянчченех ырă йăлара. Халĕ ку ĕçе малалла тăсса Юлия Маринкина  шкул ачисемпе хамăр тăрăхри ÿсен-тăран, чĕрчунсем, вĕçен кайăксем тĕлĕшпе тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлет.

Юлашки çулсенче туризм ыйтăвĕпе ытларах тимлĕх пулнăран, пирĕн тăрăха та Гузовский вăрманĕсемпе, юман-аксакалпа, шыв сиккипе паллашма килекенсем йышланчĕç. Вĕсене экскурсовод пулса час-часах манăн ертсе çÿреме тивнĕрен, куç умне хумхантаракан ыйтусем те чылай тухаççĕ. Уйрăмах шыв сикки тĕлĕшпе пĕрлехи тимлĕх ытларах кирли, ахальлĕн çак илем çухалма пултарни мана хумхантарать.

- Игорь Александрович, сирĕн тăрăхра археологсем те пĕрре мар ĕçленĕ. Мĕн çĕнни тупнă вĕсем;

- Атăл хĕрринче çынсем авалтан пурăнни, вĕсен пурнăç тата ĕç йĕрки интереслентерет истори тĕпчевçисене. Çапла вара вĕсем 2010 - 2013 çулсенче ĕлĕкхи тимĕр шăратнă кăмакасене шыраса тупрĕç. Çавна май интересли нумай пулчĕ. Чи кăсăкли вара тупăннă укçа пулчĕ. Мускаври тата Хусанти археологсем те унăн ĕмĕр тăршшĕне çирĕплетсе калаймарĕç. Ку вăл питĕ хаклă экспонат шутланать.

Пĕлтĕрпе виçĕм çул Н. Березинапа мăшăрĕ тата Е. Михайлов археологсем хутшăннипе Чăваш Республикин археологи картти валли материалсем пухрăмăр. Вĕсемпе пĕрле тупнă чул мăлатук паян шкул музейĕнче упранать.

- Сирĕн шкулта вĕренекенсем, ял çыннисем экологи ыйтăвĕсемпе паян епле ĕçлеççĕ;

- Ку ĕç пирĕн шкулта тата Ильинка ял тăрăхĕнче самантлăха та чарăнмасть. Эпĕ ертсе пынипе ачасем экологи темипе иртекен фотоконкурссене активлă хутшăнма пуçларĕç. "Хĕллехи фантази" конкурса хутшăнса, паян 9 класра вĕренекен Тимур Толстов Раççей шайĕнче 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Депутатсен пуçарăвĕпе ял çыннисем тăван тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ĕçлени ырă сăмаха тивĕç. Юлашки çулсенче депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Михаил Бычков тăрăшнипе ял çыннисем Хунтăкассинчи ял пĕвине хăт кĕртрĕç, ялта çул турĕç. Ялсенче çÿп-çап купи нумай пулнăран Мемеккасси ял старости И. Пигенешев тăрăшнипе ялта пурăнакансем темиçе вырăнта йĕрке турĕç. Кунашкал ĕçсем малалла вăй илсе пырасса шанатăп - хамăр ĕçлемесĕр пирĕн ялсене хăт кĕместех. Ял çыннисене те активлăрах пулма сĕнетĕп, мĕншĕн тесен Ильинка ял тăрăхĕнче экологи ыйтăвĕ малашне те яланах приоритетлисен йышĕнче пулĕ.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости