ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çĕнĕ такăр çул яла хăт кĕртет

Категория: Общество Просмотров: 206

IMG 8236Кăçалхи çуллапа кĕркунне Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Отарккăра пурăнакансем ял урамĕсенче çул тунине кăмăлласах сăнарĕç - çак çула вĕсем тахçантанпах кĕтнĕ. Çул-йĕр ĕçĕсене вĕçленĕ май строительсем хăйсен техникине ялтан илсе кайнă хыççăн вара ялта пĕр вăхăт темĕн çитмен пек те туйăнатчĕ, мĕншĕн тесен урамсенче ĕç вĕресе тăнă вăхăтра ял çынни хăйĕн савăнăçĕ "пулса пынине" курса тăчĕ.

- Паян вара эпир тата ытларах савăнатпăр, мĕншĕн тесен халĕ кашни кил умне кирек хăш вăхăтра та транспортпа çитме май пур. Ял çыннисем тротуарпа кăмăллăн утаççĕ. Тавтапуç район администрацине, çак çула тăвакан строительсене, - терĕ ял халăхĕ ячĕпе Николай Данилов вырăнти депутат ялта çул «уçнă» кун.

440 яхăн çын пурăнакан Отарккă ялĕнче çул тăвас ыйту çивĕч тăнине ял çыннисем район администрацийĕн пуçлăхне хăйсем пĕлтерни витĕмлĕрех пуласса шанчĕç. Çавăнпа хальхи пуçлăх Ростислав Тимофеев çак должноçра вăй хума тытăнсан ун патĕнче пысăк йышпах йышăнура пулнăччĕ.

- Çавăн чухне ыйтăва шута илнипе эпир кăмăллă. Пĕлтĕр те ял кунĕнче Ростислав Тимофеев çынсене Отарккăра çул тăватпăрах тесе шантарчĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Белов тăрăшнине те курса тăтăмăр. Ертÿçĕсем хăйсен сăмахне тытрĕç. Тавтапуç вĕсене пурне те, - теççĕ паян ял çыннисем.

Ростислав Тимофеев вара отарккăсем малашне районта, республикăра иртекен тирпей-илем конкурсĕсенче хастар пуласса шаннине палăртрĕ.

- Ялта çул туса пĕтернĕ ятпа саламлатăп. Çуркунне эсир хăвăр яла татах та хăтлăрах тăвасса шанатăп. Отарккă ялĕ районта чи илемлĕ те тирпейлĕ ялсенчен пĕри пулĕ тесе шухăшлатăп, - палăртрĕ вăл.

Унăн шухăшне малалла тăсса район пуçлăхĕ Игорь Николаев та çул пур ял тирпейлĕ чух кăна хăтлăрах пулнине каларĕ. Малашне те отарккăсене пур ĕçре те хастарлăх сунчĕ.

- Çĕнĕ çулăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр, ял аталансах пытăр, - терĕ.

Ростислав Тимофеев вырăнти депутата Николай Данилова, Отарккă ял старостине Юрий Скворцова тата ку ялти активлă ватăсенчен пĕрне - Вера Скворцовăна район администрацийĕн Тав çырăвне парса хавхалантарчĕ.

Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов та çул тăвас ĕçе активлă хутшăннă ял çыннисене Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ. Çул ыйтăвĕ ялта çивĕч тăнине вăл пуçлăхра ĕçлеме тытăниччен те пĕлсе тăнă. Кайран ыйтăва татса парас тесе куллен тимленĕ. Çавăнпа та ялта çул тума май тупнăшăн  районпа республика ертÿçисене тав турĕ, çул тăвакан пĕрлешĕвĕн представителĕсене тав сăмахĕ каласа Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Çак савăнăçлă самантра кунта Амăшĕн кунĕ пирки те манмарĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе депутатсен вырăнти Пухăвĕ Отарккăра халĕ пурăнакан нумай ачаллă амăшĕсене, 5 тата ытларах ача çуратса ÿстернисене, Тав çырăвĕ тата парне парса хавхалантарчĕç.

"Автодорсервис" пĕрлешĕвĕн директор çумĕ Константин Жарков, Муркаш районĕнчи "çулсем çине" пурĕ 30 çула яхăн ĕçлекенскер, Отарккăра ĕçлеме кăмăллă пулнине палăртрĕ. Кунти çынсем ĕçчен те ырă кăмăллине каларĕ.

Каласа хăвармалла, ялти урамсенче çул туса пĕтернине (пурĕ 3 км ытла вак чул сарнă, çавна валли 19 млн ытла тенкĕ уйăрнă), апла пулсан ăна официаллă майпа уçмаллине çынсен шухăш-кăмăлне шута илсе йĕркеленĕ. Çавăнпа та ял çыннисем çак куна ял уявĕ тăвас тесе тăрăшрĕç: район ертÿçисене те, çул тунă подряд организацийĕн представителĕсене те пысăк кĕрекене йыхравларĕç. Ял халăхĕ те, хăнасем те техĕмлĕ шÿрпепе сăйланчĕç, Ярославка ял тăрăхĕнчи "Кăмăл" ушкăн вара илемлĕ юрăсемпе кăмăла татах хăпартрĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: ял-йыш çул «уçнă» кун пĕрле пухăнчĕ.IMG 8366

 

 

Сăн ÿкерчĕкре: хĕрлĕ хăйăва пурте пĕрле касса çул «уçрĕç».

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости