ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Ачасемпе кил-çурт тулли

Категория: Общество Просмотров: 201

Кириллова Г ЛТăпăл-тăпăл та тирпейлĕ кил хушшипе иртсе хăтлăх хуçаланакан пÿртелле кĕтĕмĕр. Кил хуçи Геннадий Борисович мăшăрне чĕнсен пирĕн патăмăра пĕрре пăхсах ĕçрен хăраман ырă кăмăллă хĕрарăм Г. Кириллова пырса тăчĕ. Ăна та сăмах пуçласа калаçмасăр тивĕçлĕ канура тесе калама чĕлхе çаврăнмасть.

Чуманкассинче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Галина шăллĕпе виçĕ йăмăкне пăхса амăшне пĕчĕккĕллех пысăк пулăшу панă. Пурнăçăн çав çулĕсенче никĕсленнĕ те пулĕ вăл ĕçе тата пысăк çемьене юратни.

Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чуманкасси хĕрĕ Улатăрти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет. Çемьери çити-çитми пурнăçа пула вĕренсе пĕтереймест пулин те, унта пухнă пĕлÿпе Галина Либкнехтовна пурнăçра туллин усă курать. Малтанхи вăхăтра ялти шкулта секретарь-машинисткăра  ĕçлеме пуçлать. Хуçалăхри водительпе Геннадийпе паллашса çемье çавăрсан, ачасем çуралсан, çĕнĕ пÿрт тума укçа-тенкĕ ытларах кирлĕ тесе, çамрăк хĕрарăм Отарккăри ĕне фермине дояркăна вырнаçать.

- Пирĕн вăхăтра доярка ĕçе пахаччĕ. Йывăрлăхĕ пулнине пăхмасăрах шалăвĕ унта самай пысăкчĕ. Çакă ял çыннисене вăл вăхăтра фермăна туртатчĕ те. Ĕне сăвас ĕçе алла илсен виçĕ çул ферма коллективне ертсе пыма та шанчĕç. Ыттисенчен аслăрах тесе пуçа каçăртса çÿремен, фермăри ĕç культурине ÿстерессишĕн тăрăшаттăм. Фермăра ĕçленĕ чух та килте выльăх-чĕрлĕх тытмасăр пулман. Çамрăк пулнă - çавăнпа пур çĕре те ĕлкĕрнĕ, - хăй фермăра пĕтĕмпе 17 çул ĕçленине аса илчĕ хĕрарăм.

Çулсем иртни, çемье пысăкланни, ĕç йывăрланни, сывлăх хавшама пуçлани хăйĕннех тăвать. Ĕçрен хăраман хĕрарăм тĕп больницăна санитаркăна вырнаçать, кунтанах тивĕçлĕ канăва тухать.

 Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕнчен юлман, ĕмĕр тăршшĕпех сывă пурнăç йĕрки тытса пынă Галина Либкнехтовнăпа унăн мăшăрĕн Геннадий Борисовичăн килти хушма хуçалăхĕ паян пысăк та пуян. Ĕçченскерсем ачисемпе 12 мăнукне тата 2 кĕçĕн мăнукне тĕкĕ парас тесе  сумалли икĕ ĕне, пăру, икĕ качака, кроликсем, кăвакалсем, чăх-чĕп йышлă тытаççĕ.

- Çу кунĕсенче пирĕн килти хушма хуçалăхра кăна тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк 100 пуçран та иртсе каять. Йăлтах мăшăрăмпа иксĕмĕр пăхатпăр, ĕлкĕрсе пыратпăр. Ачасемпе мăнуксем çĕр улми лартма-кăларма, утă çулма-типĕтме  пулăшаççĕ те вĕсен вăхăтлă пулăшăвĕшĕн хĕпĕртетпĕр, - калаçма ÿркенмест ача-пăчапа тулли çемьере пурнăç илемне тупнă амăшĕ.

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости