ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çынсен лăпкăлăхĕ ответлăх ыйтать

Категория: Общество Просмотров: 205

IMG 7786- Пирĕн ĕç ответлăх ыйтать, çăмăл мар, анчах та вăл районта пурăнакансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, - теççĕ эсир сăн ÿкерчĕкре куракан полицейскисем. 

Илья Петров полици майорĕн ĕç стажĕ пысăк ĕнтĕ - 20 çула яхăн. Çавăнпа та унччен тĕрлĕ должноçра ĕçленĕ, халĕ вăхăтлăх тытса тăмалли изолятор пуçлăхĕн çамрăк специалистсене те сĕнÿ-канашпа пулăшма ăсталăхĕ çителĕклĕ.

Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор та, Оксана Воробьева полици капитанĕ (сылтăмри), пысăк опыт пухма ĕлкĕрнисен йышĕнче. 

Светлана Полтанская аслă лейтенант вара шалти ĕçсен пайĕнче вуннăмĕш çул. Вăл административлă законодательствăна пурнăçлассипе тимлет. Кăçал Светлана пысăк çитĕнÿ тума пултарнă - республика шайĕнчи ăсталăх конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Нумаях пулмасть çĕршыв шайĕнчи тапхăра хутшăннă, çавăнпа ĕçтешĕсем те унпа пĕрле конкурс пĕтĕмлетĕвне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости