ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Николай Угаслова суйларĕç

Категория: Общество Просмотров: 304

съездimage 1Чăваш наци конгресĕн октябрĕн 28-мĕшĕнче иртнĕ вуннăмĕш Аслă Пухăвне пурĕ 285 делегат тата 160 хăна килсе çитрĕ. Вĕсем пурĕ 30 регионтан пухăнчĕç. Ют çĕршыв делегацийĕсем те пулчĕç: Беларуссирен, Эстонирен тата Украинăран. Аслă Пухăвăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Аслă Пуху çÿллĕ шайра иртрĕ. Çакна ытти делегаципе, хăнапа пĕрлех Муркаш районĕн делегацийĕ те (район администрацийĕн пуçлăхĕн  пĕрремĕш çумĕ А. Миронов, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Л. Тарасова, ЧНК вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Н. Николаева, уйрăмăн пайташĕсем Л. Павлова, З. Иванова тата Е. Захарова) çирĕплетме пултарать.

Конгресăн тăватă çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки Николай Угаслов президент хăйĕн тишкерÿллĕ докладĕнче тĕплĕ каласа кăтартрĕ. Доклада чылай çын сÿтсе явма хутшăнчĕ, вăл шутра Крым Республикинчи, Тюмень, Иркутск тата ытти регионти делегатсем. Конгресăн ĕçне пурте çителĕклĕ тесе хакларĕç.

Аслă Пухăвăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри ЧНК президентне суйласси пулчĕ. Делегатсем пĕтĕмĕшле виçĕ кандидата сĕнчĕç: Николай Угаслов, Анатолий Ухтияров тата Олег Мустаев. Олег Мустаев хăйĕн кандадатурине сирчĕ. Уçă сасăлавра Николай Угасловшăн 283 делегат сасăларĕ.

Аслă Пухура Мăн Канаш пайташĕсене те çĕнĕрен суйларĕç. Канаш 105 çынран тăрать (списокпа ЧНК сайтĕнче паллашма пулать).

Мăн Канаш пайташĕсем вара çав кунах ЧНК президенчĕн çумĕсене сасăлавпа çирĕплетсе суйларĕç: пĕрремĕш çумĕ - Валерий Клементьев, вице-президентсем: Олег Мустаев, Анатолий Ухтияров, Петр Ивантаев тата Владимир Тяпкин. Çавăн пекех куллен ĕçлекен президиума та (24 çынран тăрать) çирĕплетрĕç.

Чăвашлăха малалла аталантарас пирки Аслă Пуху чĕнсе калани те, Пухăвăн йышăнăвĕ те пысăк калăпăшлă пулчĕç. (Ку ыйтусем патне ЧНК ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă материалсенче, паллах, таврăнăпăр.) Вĕсемпе килĕшÿллĕн районсенче те сахал мар ĕçлемелле. Шăпах çакна палăртса ĕнер ЧНК вырăнти уйрăмĕ ларăва пухăнчĕ. Чылай ыйтăва сÿтсе явса йышăнусем турĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости