ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Малтанхисене ăсатрĕç

Категория: Общество Просмотров: 385

IMG 7554Иртнĕ эрнекун Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар комиссариатĕнчен яшсене çара ăсатма тытăнчĕç. Çав кун икĕ районтан пурĕ 9 çамрăка (7-шĕ Муркаш районĕнчен) юлташĕсемпе тăванĕсем ăнăçу сунса Раççей çарне ăсатрĕç. Малтанласа палăртнипе яшсем çĕр çинчи çарсенче хĕсметре тăрĕç.

Ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, Муркашра çамрăксене IMG 7582Иоанн  атте кĕлĕ ирттерсе çула пиллерĕ. Район пуçлăхĕ - районти призыв комиссийĕн председателĕ Игорь Николаев хăйĕн сăмахĕнче яшсене юлташсемпе тăванĕсем кăна мар, районĕпех киле таврăнасса кĕтнине палăртрĕ. Çарта пулнă яшсем хăйсене валли малашне пысăк должноçра ĕçлеме май паракан çула уçнине каларĕ. "Пурне те кĕтетпĕр, контрактпа çара юлас текенсем пулаççĕ пулсан вара сирĕн йышăнăва ырăпа хакласа ăнăçу сунатпăр", - терĕ район пуçлăхĕ.

Çарти йĕркепе кĕскен паллаштарнă май çар коммиссарĕ Владимир Казаков  пулас салтаксене тÿрĕ кăмăллă пулма тата килтисем патне хыпарсем çырса тăма (халĕ, паллах, телефонпа) ыйтрĕ. "Эсир - çĕршыва хÿтĕлеме тивĕçлĕ яшсем, сире çакăншăн кăна пурте ытларах хисеплеме тивĕç", - палăртрĕ вăл.

Октябрĕн 27-мĕшĕнче çара каякан призывниксем патне ир-ирех Хорнуй ялĕнчи Владимир Герасимов (2-мĕш сăн ÿкерчĕкре)IMG 7579 çитнĕччĕ. Вăл малтанхи кун çартан таврăннă кăна иккен. Кĕрнеклĕ, çирĕп кăмăллă, хăйне тивĕçлĕ тытса йĕркеллĕ калаçаканскер - спецназра пулнă-мĕн.  Кăкăрĕ çинче - тĕрлĕ паллă: хăюлăхпа та палăртнă ăна, парашютпа 6 хутчен сикнĕшĕн те  пур...

- Çарта лайăх, интереслĕ, нумай вĕрентеççĕ. Эпĕ Муркаш шкулĕнче "Родина" клубра тăнă, салтак пурнăçĕнче кирлине пире нумай вĕрентнĕ тесе çирĕппĕнех калама пултаратăп халĕ. Мана ку питĕ пулăшрĕ, - каласа парать каччă.

Владимир çарта лайăх апатлантарнине (эрнере икĕ хутчен  пельмен те çитереççĕ иккен хальхи салтаксене), "дедовщина" чăнах та пулманнине каласа пачĕ призывниксене.

- Эп хĕсметре тăнă чаçре салтаксем яланах пĕр-пĕрне пулăшнă: эпир те пулăшнă, пире те пулăшнă, - терĕ вăл.

Вĕренÿ заведенийĕнче академи отпускĕ илнĕскер, Владимир вĕренĕве малалла тăсассине пĕлтерчĕ. Шухăшĕ контракт служби пирки те пур-ха хăйĕн...

Призывниксем пурин сăмахне те ăса хывни сисĕнчĕ - тимлĕ итлерĕç.

Машина чÿречисенчен хăйсене ăсатакансене алă сулса чăн-чăн арçын çулне суйласа илнĕскерсем Канаша вĕçтерчĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости