ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Москакасси тăрăхĕ татах хитреленĕ

Категория: Общество Просмотров: 225

20171009 130037Тепĕр темиçе çултан, паллах, лартса хăварнă хунавсене лайăх пăхса тăрсан, Москакасси ял тăрăхне çамрăк юмансемпе хырсем илем кÿме тытăнĕç. Иртнĕ кунсенче ял тăрăхĕнче 400 яхăн йывăç лартрĕç.

- Ял тăрăхĕнче йывăç лартас шутлă пулнине район администрацийĕн пуçлăхне Ростислав Тимофеева пĕлтернĕччĕ. Вăл пирĕн шухăша ырларĕ. Экономика пайĕн пуçлăхĕ Ольга Тимофеева та ĕç йĕркелĕвĕнче тимлерĕ. Çапла район администрацийĕ пулăшнипе Москакасси ял тăрăхĕнче эпир иртнĕ кунсенче пурĕ 400 яхăн хунав лартрăмăр.

Ахмане ялĕ çывăхĕнче ĕçе ял старости Петр Волков ертсе пынипе 50 тĕп юман лартса хăвартăмăр.

Москакасси шкулĕ çывăхĕнче лартнă юманпа хыр вара пурĕ 200 хунав таран пулчĕ. Ку вырăнти ĕçе йĕркелеме шкул директорĕ Александр Иванов, Олег Тарасов тата ытти учитель пулăшрĕç. Шкул ачисем, çавăн пекех ял тăрăхĕн администраци специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем те активлă пулнине палăртма кăмăллă.

Москакасси ял çыннисем тăрăшнипе вара ял çывăхĕнче 150 хунав ешерме тытăнĕ. Ял çыннисем хавхалансах ĕçлерĕç. Владимир Федоров район депутачĕ, Александр Хораськин, Владимир Кондратьев, Сергей Калинин, Алексей Пафнутьев (вăл Ивановкăран), ыттисем те хастар пулчĕç, - пĕлтерчĕ Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов йывăç лартмалли кĕрхи акци пирки калаçнă май.

Каласа хăвармалла, Муркаш районĕ хальхи вăхăтра "Пурăн, вăрман" пĕтĕм Раççейри кĕрхи акцие хутшăнать. Район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексне аталантарассин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, акци вăхăтĕнче йывăçсем те лартаççĕ, ытти тĕрлĕ мероприяти те иртет.

Аса илтерсе хăварни ытлашши пулмĕ: иртнĕ çул Москакасси çамрăкĕсем хăйсен тăрăхĕнче 900 яхăн хунав лартса хăварчĕç. Çул хĕррипе ÿсекен çамрăк чăрăшсем паян вăй илсе пыраççĕ.

- Вăл посадка пирки те манмастпăр. Чăрăшсем халĕ лутра пулнăран вĕсем хушшине кĕрсех кайман-ха, - теççĕ москакассисем.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, чăрăшсем кăшт çÿллĕрех ÿссен посадкăна тасатассине йĕркелеме шутланă. Апла лартнă пур йывăçа та кирлĕ пек тимлĕх уйăрсан, Москакасси тăрăхĕ татах та илемленмелле.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости