ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Асăну хăми уçрĕç

Категория: Общество Просмотров: 274

P1050734Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Çĕн Матьăк ялĕнче вăрçăран таврăнайманнисене халалласа октябрĕн 14-мĕшĕнче  11 сехетре Асăну хăми уçрĕç. Унта пуç хунă кашни салтак ятне çырса хунă. Асăну хăмине илемлĕ карта тытса вырнаçтарнă.

Николай Яковлев та хăйĕн "Сурăм çăлтăрĕсем" кĕнекинче Çĕн Матьăкран 27 салтак таврăнманни çинчен çырса хăварнă. Халĕ Асăну хăми çине ытларах  ятсем те  тупса çырнă.

Çĕн Матьăк ялĕн çыннисене мухтамалла. 13 ялтан Йÿçкасси, Вăрманкасси, Панкли, Кив Матьăк  ялĕсенче Асăну палăкĕсем пулнă пулсан, халĕ çĕнматьăксем хутшăнчĕç. 

Мероприятие çынсем нумаййăн пухăнчĕç, вăл шутра культура ĕçченĕсем те, вырăнти ĕçлĕ çынсем те. Шкул ачисем пуç хунисен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса тăчĕç.

 Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, Йÿçкассинчи шкул директорĕ Юрий Яковлев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин,  ветерансен канашĕн ертÿçи Геннадий Малинин текех вăрçă ан пултăрччĕ тесе палăртрĕç. Йÿçкассинчи  чиркÿ настоятелĕ Сергий атте асăну вырăнне сăвапларĕ ăна,  тирпейлĕ тытмалли çинчен асăнчĕ.  Культура ĕçченĕсем те сăмах каларĕç, вĕсем çумне ыттисем те хутшăнчĕç.   

Илья Яковлев.      

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости