ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çулсем ялсене хăт кĕртеççĕ

Категория: Общество Просмотров: 262

Районăн экономика аталанăвĕшĕн те, социаллă пурнăçĕшĕн те çул чи пĕлтерĕшли пулса тăрать. Çивĕч ыйту иртен пуçласа каçчен  кун йĕркинче тăрать. Ăна халăх майлă татса парассишĕн влаç органĕсем те, çул-йĕр тăвакансем те чылай ĕç туса ирттереççĕ. Ку тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕнче, Чăваш Республикинче çĕнĕрен те çĕнĕ программăсем кун çути кураççĕ. Анчах ял çынни çав-çавах пылчăкран хăтăлса пĕтнĕ тесе çирĕплетсе калама иртерех-ха. Пурнăç вара шав малалла шăвать, общество аталанăвĕ çĕнĕрен çĕнĕ карта хăпарать. Çавна май çул-йĕр тăвасси, тунине пăхса тăрасси çĕнĕ шайра йĕркеленет. Çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ умĕн ку ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарас пай ертÿçине Владимир НИКИТИНА калаçăва чĕнтĕмĕр.

- Владимир Германович, районти çул-йĕр строительствине, тĕпрен илсен, сирĕн пай йĕркелесе пынăран сире Çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен кунĕпе саламлатăп. Калаçăва вара районти çул-йĕр карттинчен пуçлар. Пысăк-и вăл?

- Ырă сăмахшăн тавах, анчах салам сăмахĕсем паян ытларах çул-йĕр хуçалăхĕнче конкретлă вăй хуракансем валли тесе шутлатăп. Муркаш енре çул-йĕр тăвассипе, тунă çулсене пăхса тăрассипе, юсассипе вуншар-çĕршер çын вăй хурать. Вĕсем сивви-ăшшине, йĕпи-сапине пăхмасăр яланах ĕçре. Тăрăшулăхĕ халăх пурнăçĕн хăтлăхне ÿстернине ăнланаççĕ те хăйсем яваплă пулса тăракан ĕçсене вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Вĕсем тимленипех ĕнтĕ çулсем пурнăç артерийĕсен пĕлтерĕшне çухатмаççĕ, ăна ÿстерсе пыраççĕ. Кунта районти автоçулсен сетьне палăртса хăвармалла. Вăл пирĕн пĕчĕкех мар, çитменнине çулсерен ÿссех пырать. Паянхи куна муниципаллă район чиккинче вырăнта усă куракан çулсен тăршшĕ 213,9 километр. Вăл шутран хытă сийли - 204,1 километр, хытарман çулсем - 9,823 километр тата пĕтĕмпе 342,95 погонлă метр тăршшĕ 9 кĕпер. Районăн çул-йĕр карттине ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи çул-йĕр хуçалăхĕ пуянлатать. Вĕсем пурĕ 394,8 километр йышăнаççĕ. Вăл шутран хытă çивитилли - 102,4 километр тата 73,3 погонлă метр тăршшĕ 2 кĕпер.  

Çул ыйтăвĕ яланхиллех паян та нумай калаçтарать. Урăхла епле-ха! Йĕпе-сапаллă çанталăкра ялсенче асфальт сарман çулсем çинче автотранспортпа çÿреме епле хĕн пулни пирки калама та кирлĕ мар. Апла пулсан ял хуçалăхне е ытти ĕç-хĕле йĕркеллĕ аталантарма йывăр. Кунпа пĕрлех шкул ачисене пĕлÿ тĕнчипе утма автобуссемпе кирлĕ пек илсе çÿреме те майĕ çук, васкавлă пулăшу машинисем вырăна вăхăтра çитейменни, пушар сÿнтерекен машинăсем "хĕрлĕ автанпа" кĕрешме çывăха пырайманни кун йĕркинче çивĕч тăракан ыйтусем пулса тăраççĕ. Эпир хамăр ĕçе çакна ăнланса йĕркелетпĕр.

- Яллă вырăнсенче çул-йĕр тума тата пăхса тăма укçи-тенки те самай кирлĕ. Çав хисепсемпе пирĕн вулакансене паллаштармăр-ши?

- Хамăр район чиккинчи автомобиль çул-йĕрĕсем çинчи ĕçсене ялсенче тата вĕсен тулашĕнче йĕркелесе пыма кăçал 67909 пин тенкĕ уйăрнă. Çав шутран 41175,636 пин тенкĕ - республика бюджетĕнчен тата 26734,016 пин тенкĕ - район бюджетĕнчен.

Ял тăрăхĕсенчи пĕрле усă куракан вырăнти пĕлтерĕшлĕ 392,14 километр тăршшĕ çулпа вĕсем çинчи искусствăлла сооруженисене пăхса тăмалли ĕç калăпăшне кăçал валли 17504,120 пин тенкĕ пăхса хăварнă пулсан, кашни тенкĕне шута хурса усă куратпăр.

Район чиккинчи пĕрле усă куракан вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсемпе вĕсем çинчи искусствăлла сооруженисем çинче пĕтĕмпе 24910,840 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттерме пăхнă. Вăл шутран: "Стройка 21" обществăпа "Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула" автоçула юсама 7711,797 пин тенкĕ, "Партнер-Холдинг" обществăпа асăннă çул çине вак чул сарма 6019,899 пин тенкĕ, "Кашмаш - Шурча" автоçула пассажир автобусĕсем çÿретме юсама тата Хуракасси выççăлкки çывăхĕнче çаврăнмалли вырăн тума 4055,616 пин тенкĕ, "Атăл - Ахмане" автомобиль çулне юсама 6271,514 пин тенкĕ.

- Юлашки вăхăтра Шупашкар агломерацийĕ пирки нумай калаçу пырать. Калаçуран ĕçе куçни епле шайра?

- Пирĕн район Шупашкар агломерацине кĕрет. Кăçал валли Шупашкар агломерацийĕн транспорт инфраструктурине комплекслă аталантарма ятарлă программа хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн хамăр муниципалитетри çул-йĕре юсама эпир 43,5 миллион тенкĕлĕх контрактсем турăмăр:  "Партнер-Холдинг" обществăпа "Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула" автоçула юсама 33241,780 пин тенкĕлĕх, "Строительствăпа монтаж управленийĕ" обществăпа "Атăл - Вăрăмой" автоçула юсама 7715,620 пин тенкĕлĕх, "Металл-Строй" обществăпа шкулсем çывăхĕнче çулсем урлă çынсем каçса çÿреме хальхи техника хатĕрĕсемлĕ вырăнсем тума 1500 пин тенкĕлĕх. Çавăн пекех республика шайĕнчи "Автанкасси - Муркаш - Козьмодемьянск" автоçула Муркашран пуçласа Лантăш ялĕ таран 8,4 километр юсама 52 миллион тенкĕ пăхнă. Ĕçсен пахалăхне тата вĕсем вăхăтлă пурнăçланассине тăтăш тĕрĕслесе тăратпăр. Пĕрлехи тăрăшулăхпа йышăннă тĕллевсем пурнăçланасса шанатăп.

- Ялсенчи общество пĕлтерĕшлĕ объектсем патне хытă сийлĕ çулсем çитерессипе ĕçсем еплерех пыраççĕ тата?

- Çулсем тăвассипе тата юсассипе районта ĕçсем пур енлĕ пыраççĕ. Ыттисемпе пĕрлех ялсенчи общество пĕлтерĕшлĕ объектсем патне хытă сийлĕ çулсем çитерессипе те тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Асфальт сарнă, тирпейлĕ пăхса тăнă çулсем ял çыннин пурнăç культурине ÿстереççĕ. Çавăнпа та эсир хускатнă ыйтăва та эпир иккĕмĕш вырăна хăвармастпăр. Паянхи куна районти 50 çынран сахалрах пурăнакан 7 яла кăна асфальт е вак чул сарнă  çулсем пымаççĕ. Анчах çакă алă усмаллине пĕлтермест, пирĕн çул ыйтăвĕпе ĕçлемелли чылай пулнине куратпăр. Халĕ çул тăвакан организацисем  ялсенче маларах пуçланă ĕçсене вĕçлессипе тăрăшаççĕ. Кунта Шурчари Мир тата Луговая, Юнкă ялĕнчи Яркунька, Кашмашри Яриков урамĕ, "Муркаш - Турай - "Сăр" - Ойкасси" автоçулсене палăртмалла. Вĕсемсĕр пуçне кăçал Кăпасри Нижняя урамра, Отарккăри Лесная, Афанасьева тата Садовая урамсенчи çулсем çинче строительствăпа реконструкци ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Вĕсем пурнăçланасси пирки иккĕленÿ çук. Кунта тата маларах асăннă объектсенче вăй хуракан строительсене тата çул-йĕр хуçалăх ветеранĕсене Раççейри Çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен кунĕпе ăшшăн саламлатăп, сывлăхпа телей, ĕçре ăнăçу сунатăп. Пĕрлехи тăрăшулăхпа пылчăк çăрса пурăннă вăхăтсем историне юласса ĕненетĕп.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости