ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Туслă ĕçлеççĕ - яла хăт кĕртеççĕ

Категория: Общество Просмотров: 294

DSCN4030- Ялта çул тунине курса хамăрăн та яла хăт кĕртес кăмăл хушăнать. Паян акă ялтан уялла тухмалли икĕ хапха çĕнĕрен туса лартатпăр, урамри çăла юсарăмăр ĕнтĕ, - теççĕ Отарккă ялĕнчи Афанасьев урамĕнче пурăнакансем.

Иртнĕ вырсарникун çынсем килте пулнине шута илсе çак урамри икĕ хапхана çĕнĕрен туса лартма пултарчĕç, урамри çăла та юсарĕç. Профильпе тата сетка-рабицăпа туса лартнă çĕнĕ хапхасем малтанхи пек йывăр мар тата илемлĕрех курăнаççĕ.

- Хапха пирĕн кил хуçалăхĕсем çывăхĕнче, çавăнпа та вăл та килти пекех йĕркеллĕ пултăр тесе профильне малтан сăрлас терĕмĕр. Пĕтĕмпех килĕшÿллĕ пултăр, - теççĕ вăхăтлăх маляр пулса тăнă Евдокия Даниловăпа Николай Макаров (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре).DSCN4023

Хапхасен юписене те нумайлăха тесе растворпа çирĕплетсе лартнă. Профиле кирлĕ пек касаççĕ, сваркăпа çыпăçтараççĕ, сетка карса тыттараççĕ - куç умĕнчех ĕç пулса пырать. Чăнах та, ялти арçынна кашнинех строитель теме пулать.

Арçын ачасем те вĕсенчен вĕренсе пыраççĕ, пулăшаççĕ. Акă Стас Степанов болгаркăпа ĕçлекен Валерий Митрофанова профиле кирлĕ тăршшĕ виçме пулăшать (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре).DSCN4019 Сваркăпа ĕçлекен Николай Ивановшăн хапха тăвасси вара пачах та çĕнĕ ĕç мар. Çавăнпа та ĕç кал-кал пырать.

- Çул тунă май урамра шыв пăрăхĕсене куçарма тиврĕ. Çавăнпа та нумаях пулмасть хамăрăн урама анакан шыв пăрăхĕ çумне уйрăм кран лартса хăвартăмăр. Çав вырăнта çĕре алтса бетон ункăсем вырнаçтартăмăр. Ялтан уя тухмалли хапхасем те çирĕп кирлĕ. Çакна шута илсе вĕсене тимĕртен тума калаçса татăлтăмăр. Май килнипе урамри çăлăн çÿлти пайне улăштартăмăр. Тротуар çăл патĕнчен иртет, çавăнпа та çул-йĕр ĕçченĕсене тата техникăна кансĕрлес мар  тесе çивиттине кăшт каярах туса лартатпăр, - пĕлтерчĕ ĕçе йĕркелесе пыракан ял старости Юрий Скворцов (сăн ÿкерчĕкре Геннадий Ивановпа тата Виктор Николаевпа пĕрле).

Пысăк ĕçсене пурнăçлама урамра пурăнакансем укçа пухнине каларĕç. Никам та айккинче тăрса юлман. Çак хапхасем ĕнесемпе сурăхсене, качакасене уя каясран чараççĕ. Унта вара - çынсен 60 сотка çĕрĕсем. Апла хапхасене ялти пĕлтерĕшлĕ объектсем тесен те йăнăш мар. Çавăнпах ĕнтĕ кунтан хăйсен çĕр лаптăкĕсем çине çÿрекенсем те хапха тума хăйсен тÿпине хывнă: май килнипе укçа-тенкĕпе пулăшнă.

Çапла вара ниме мелĕпе кал-кал ĕçлекенсем каç пуличчен хăйсен ĕçне вĕçлерĕç. Староста вара ялта юсав кĕтекен хапхасем татах пуррине каларĕ. Апла ытти урамра пурăнакансен те нимене тухни ытлашши пулмĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости