ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çĕнтерме пултарăпăр-ши çÿп-çапа?

Категория: Общество Просмотров: 301

DSC00303Экологи, тасалăх, тирпейлĕх, хăтлăх... Илтмен-туман сăмахсем мар. Куллен илтме тивет вĕсене. Нумай калаçатпăр кун пирки. Калаçмасăр та май çук. Çĕршыв шайĕнчех ку ыйтусем çине юлашки вăхăтра ытларах тимлĕх уйăрма тытăнни сисĕнет. Раççейре кăçалхи çула Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтерни те ăнсăртран мар ĕнтĕ.

Шел пулин те, ытларах чухне калаçни калаçнипех, курни курнипех юлать. Территорисене тасатса тирпейлессипе çу каçа мĕн чухлĕ субботник ирттерместпĕр пулĕ. Тавралăха симĕслентерме çуллен çуркуннепе кĕркунне мĕн чухлĕ йывăç лартса хăвармастпăр пулĕ. Санкцилемен свалкăсемпе çÿп-çап тăкмалли вырăнсене мĕн чухлĕ пĕтерместпĕр пулĕ. Кунсăр пуçне тата туса ирттернĕ ĕçсем пирки  мĕн чухлĕ отчет çырмастпăр пулĕ. Шутласа пăхсан, ĕç-пуç кун пекех чаплă пулсан, эпир тахçанах çăтмахри пек пурăнмалла.

Тĕрĕссипе вара; Маларахри çулсенче çĕр эрозийĕпе кĕрешесси пирки нумай калаçатчĕç. Шыв-шур çурса каякан вырăнсене йывăç-тĕм лартса çирĕплетме тăрăшатчĕç. Хальхи вăхăтра вара çÿп-çаппа кĕрешесси малти вырăна тухрĕ пулмалла. Экологи тесен тÿрех çÿп-çап ыйтăвне хускатма тивет. Хускатмасăр майĕ те çук. Ара унта-кунта улăх-çаранта та, вăрман тăрăхĕсенче те, иртен-çÿрен çын куçĕнчен аякрарахри ытти вырăнта та çÿп-çап купи сахал-и; Вар хĕррисенче, çырма-çатрара, пĕве пуçĕсенче тата; Пĕтĕм тасамарлăхĕ вара юханшывсене варалать-çке.

Тĕрĕссипе эпир, ял çыннисем, юлашки вăхăтра тасалăхпа тирпейлĕх нормисене тытса пырассипе ытлашшипех культурăланса кайрăмăр мар-и; Хăшĕ-пĕрин шухăшĕпе унăн кил-çуртĕнче таса пултăр, ытти вара харама тенĕ пек. Çакăн пеккисем те ĕнтĕ ытларах чухне кил-çуртри пĕтĕм тасамарлăха, çÿп-çапа, йăла каяшне харпăр хăйĕн автомашини çине тиесе аяккарах ăсатма тăрăшаççĕ. Çапла майпа вара пирĕн тăрăхра кашни ялăн тенĕ пекех хăйĕн свалки йĕркеленет.

Йăла каяшне тиесе ăсатасси паян ял çыннишĕн проблемăллă пулмалла мар вĕт-ха. Уйрăмах пирĕн районта. Мĕншĕн тесен район территорийĕнче йăла каяшĕн ятарлă полигонĕ те пур. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем ялсенчен каяша полигона тиесе ăсатассине йĕркеленĕ. Ытларах çĕрте çакăншăн укçа та илмеççĕ. Хальлĕхе çакна пĕтĕмпех ял тăрăхĕн бюджечĕ шучĕпе пурнăçлаççĕ. Пурăна киле вара каяша ăсатнăшăн ял çыннин те укçа тÿлеме тытăнма тиветех. Ун чухне мĕн курăпăр;

Акă паянхи сăн ÿкерчĕке сăнасарах пăхăр-ха. Полигон хута яричченхи Мăн Сĕнтĕрти свалка мар ку. Тĕрĕссипе çывăх вăхăтрах унпа танлашма та пултарать пулĕ. Мĕншĕн тесен сарăлсах пырать.

Свалки ку вара Çатракасси ял тăрăхĕнчи Çатракасси ялĕнчи Седойкино урамĕпе вăрман еннелле тухса кайсан сулахайра улăх хĕрринчи илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Тĕрĕссипе ку свалкăна сарăлма чарасси пирки район хаçатĕнче иртнĕ çул та ыйту хускатнăччĕ. "Усси" пулнăччĕ темелле пулĕ ун чухне - çырма хĕрринче купаланса тулнă пĕтĕм каяша бульдозерпа тĕксе аялалла улăхалла çырмана йăвантарнăччĕ. Халĕ каллех кунта каяш тулса ларнă ĕнтĕ. Тепре техника ярса çырма пуçĕнчи территорие "тасатса памасан" свалка часах уй хĕррине те хăпарса çитме пултарать.

Ютран килсе çакăнта свалка туса хунă тетĕр-и; Паллах çук. Вырăнта пурăнакан ял çыннисен "ĕçех" çакă вăл. Çитменнине кунта камăн-камăн автомашини хутланине те ялта пĕлекенсем çук мар ĕнтĕ. Тен кун пеккисенчен çирĕпрех ыйтма вăхăт; Кунти пĕтĕм тасамарлăха тасатса кăларас тесен халĕ унта миçе КамАЗ автомашина кирлĕ пуласси пирки те тÿрех татса калама йывăр. Мĕн кăна çук-ши; Вучахра çунтарма май пур вутти-шанки-çатракинчен тытăнса хатĕрлев кантурне леçсе пама май пур хучĕ-картун курупки, кĕпе-тумтирĕпе атă-пушмакĕ таранах. Чикансем ял тăрăх пуçтарса çÿрекен тимĕр-тăмăрĕ те кунтах йăваланать. Пĕтĕм йĕркесĕрлĕхе фотоаппарат объективне те вырнаçтарма май çук.

Çÿп-çап тăкакан кун пек вырăнсене каяш пырса тăкнăшăн штраф тÿлемелле пуласси пирки табличка вырнаçтараканччĕ. Калăпăр, аяларах илсе кăтартнă йышшине. Кунта ун пек табличкăна та курма май çук. Тен таблички те тахçанах çÿп-çап айне пулнă пулĕ.

IMG 7546Ирĕксĕрех "халăх тарçисенчен" - депутатсенчен, вырăнти активистсенчен те ыйтас килет. Вырăнта йĕрке тума хутшăннăшăн вĕсене те çылăх пулмасть пулĕ. Вырăнти депутатсене суйлама кайнă расхутсене саплаштарнин шучĕпе те пулин кăштах халăхшăн усăллине туччăрччĕ вĕсем. Депутатсен "вăйĕ" çитмест пулсан, тен тивĕçлĕ органсене те йĕрке тума явăçтарма вăхăт; Шухăшласа пăхас пулать, тăван тавралăхран ун пекех кулма кирлĕ марах.

Хамăр вара... тасалăх, тирпейлĕх, хăтлăх пирки калаçатпăр, Экологи çулталăкне ирттеретпĕр, Экологи çулталăкĕнче санкцилемен миçе свалкăна пĕтерме май килни пирки отчет хатĕрлесси пирки те шухăшлатпăр пулĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости