ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

30 çул хыççăн - юлташ патне

Категория: Общество Просмотров: 335

SAM 0857Екатеринбургран чăваш çĕрне килмелĕх пур - çулĕ вăрăм. Апла пулин те чăн-чăн юлташшăн ку сăлтав мар. Уйрăмах юлташпа пĕрле хĕрÿ çапăçу хирĕнче пулнă пулсан.

Кив Матьăкри Александр Порфирьев, 1966 çулти апрелĕн 1-мĕшĕнче çуралнăскер, вăл вăхăтри ытти нумай тантăшĕ пекех, Совет Çарĕнче службăра тăма тивĕçлĕ ÿснĕ. Ял ачи шкулта вĕреннĕ вăхăтра конструкторсемпе интересленнĕ, шкулти хора çÿресе шкул чысне те пĕрре мар хÿтĕленĕ. Çавăн пекех Саша "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене кăмăлланă. Йĕлтĕрпе чупассипе районти чылай ăмăртăва хутшăннă. Техникăпа интересленнĕ каччă шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен аттестатпа пĕрле тракторист-машинист правине те алла илнĕ. Каярах ДОСААФ-ра водителе те, электромеханика та вĕреннĕ. Çакăн пек хастар каччă салтака кайиччен "Ударник" совхозра вăй хунă, комсомол путевкипе ĕçленĕ.

1984 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче Сашăна çара ăсатаççĕ. Унăн малтанхи виçĕ уйăхĕ, учебка, Колотань хулинче иртет. Матьăк каччи июнĕн 3-мĕшĕнче присяга тытать. Виçĕ-тăватă уйăхра çар ĕçне йĕркеллĕ хăнăхса çитме çук ĕнтĕ. Апла пулин те алла пăшал тыттарнă салтаксене августăн 9-мĕшĕнче Кабула çитереççĕ, юсав батальонне.

Сăртлă-туллă çĕршывран Саша киле çырусем çырать. Тăван тавралăхне сăнлакан ÿкерчĕксем ярса пама ыйтать - ытла та кичем пулнă ăна юратнă вырăнсемсĕр. Геннадий пиччĕшĕ патне çырнă çырусенче вара унăн ачисен шкул пурнăçĕпе те интересленнĕ, службăри йывăрлăхсем пирки пĕр сăмах та çырман.

Хăйĕн çырăвĕсенче Саша пурне те тимлĕх уйăрнă - пурин пирки те ыйтса çырнă. Ыйтмалăх, интересленмелĕх пулнă - вăл çемьере кĕçĕнни ÿснĕ. Çырăвĕсене хуравлама та яланах вăхăт тупнă.

- Эпир Сашăпа учебкăра та пĕрле пулнă, кайран - Кабулта та. Салтакра Сашăна Шурочка тесе чĕннĕ эпир. Кÿрентерсе мар, хисеплесе. Мĕншĕн тесен вăл ытти нумай салтак пек марччĕ: пирус туртман, эрех ĕçмен, чĕлхи-çăварĕпе питĕ тирпейлĕччĕ, çав вăхăтрах питĕ хастарччĕ. Питĕ лайăх юлташчĕ. Астăватăп, пирус туртакансене сигарет паратчĕç, туртманнисене - 2-шер пачка сахăр. Сахăрне пире те çитеретчĕ. Рядовой салтакăн уйăхри ĕç укçи 9 тенкĕ те 20 пусчĕ, - çапла пуçларĕ хăйĕн аса илĕвне Саша юлташĕ Алексей Бобров (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри, Сашăн пиччĕшĕпе).

Инçе çула пăхмасăр, 30 çул иртсен, вăл Сашăн вилтăпри çине Ирина мăшăрĕпе пĕрле килчĕ. Тахçанах шухăшланине тинех пурнăçлама пултарнине калать халĕ Екатеринбургра водительте ĕçлекен арçын.

Саша хĕрÿ çапăçусенчен пĕринче 1986 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче пуç хунă. Çак инкек  пулман пулсан вăл та Алексей пекех 50 çулсенчи кĕрнеклĕ арçын, çемье пуçĕ пулатчĕ ĕнтĕ...

Сашăна пытарнине хам та астăватăп: унăн ашшĕ цинк тупăкра ывăлех-ши тесе иккĕленнĕрен (кун пек чухне кам иккĕленмест-ши;) тупăка уçтарчĕ. "Вăлах", - терĕ. Куççуль пĕр чарăнми юхрĕ ун чухне -  çемье куççулĕ, ял куççулĕ...

- Саша вилсе кайнă самантра унпа юнашар пулнисем каласа панă пире. Пысăках мар взрыв пулнă. Снаряд ванчăкĕ самантрах Сашăн юн артерине (сонная артерия) татса янă. Унăн юнĕ фонтан пек сирпĕнме тытăннă. Саша малалла темиçе утăм утса кайнă, анчах ÿкнĕ. Ĕмĕрлĕхех ÿкнĕ. Никам та нимĕн те туса ĕлкĕреймен,.. - терĕ Алексей.

Алексейпе мăшăрне эпир Кив Матьăкра августăн 12-мĕшĕнче кĕтсе илтĕмĕр. Малтан хăнасене кунти клубпа паллаштартăмăр, ялти пурнăç пирки каласа патăмăр. Вăрманкассине те çитрĕмĕр. Ф. Васильев музейĕнчи экспонатсемпе те хăнасем хаваспах паллашрĕç.

Пирĕн маршрутăн виççĕмĕш тата тĕп чарăнăвĕ масар çинче пулчĕ. Кунта Алексей "Шурочке" тесе çырнă венока юлташĕн вилтăпри çине хучĕ. Савнă хĕрĕн парни - тĕрлесе илемлетнĕ сăмса тутри те хитрипех, типтерлĕн упранать Сашăн вилтăпри çинче.

Афган вăрçинче пуç хунă тепĕр ентешĕн Юрий Тарасовăн вилтăпри çине те кайса килтĕмĕр - хĕрÿ çапăçура е вăрçăра пуç хунисем никамшăн та ют мар.

Алексейпе Ирина Сашăн тăван килĕнче çĕр каçрĕç. Калаçмалли, пĕр-пĕрне каласа памалли, ыйтса пĕлмелли паллах нумай пулчĕ вĕсен. Çапăçу хирĕнчи самантсене икĕ çул пĕрле пурăнса, чăтса ирттернĕ çынсем пĕр-пĕриншĕн тăван пекех хаклă. Апла Сашăн тăван килне 30 çул иртсен килсе кайни те тăван патне килсе кайнă пекех пулчĕ пулĕ.

А. Семенова,

Матьăк клубĕн заведующийĕ. 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости