ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Пурнăç тăршшĕпех пĕрле

Категория: Общество Просмотров: 299

IMG 7376- Эпир аккăшĕпе йăмăкĕ пек те, йĕкĕреш пек те пулса кайрăмăр ĕнтĕ, - шÿтлесе çапла калаççĕ кинемейсем.

Отарккăра пурăнакан Анфиса Николаевăпа (сулахайри) Валентина Иванова - пĕр тăван пиччĕшĕпе шăллĕне качча килнĕ кинсем. Пĕр пеклĕхĕ вара вĕсен пурнăçĕнче ку кăна мар. Иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ÿснĕ, иккĕшĕ те 30-шар çул ытла фермăра дояркăра вăй хунă. Вунултшар, хăш-пĕр чух вара 25-шер ĕне те алăпа сунине калаççĕ вĕсем. Вăл вăхăтра ĕнесем валли апатне те хăйсемех хатĕрлесе килнине аса илеççĕ. "Пурнăçĕ, ĕçĕ çăмăл пулман, апла пулсан та юрласа ĕçлеттĕмĕрччĕ, ĕнесене улăхра çитернĕ вăхăтра ута-ута тĕрĕ те тĕрлеттĕмĕрччĕ", - теççĕ вĕсем.

Паян вара икĕ кин те тивĕçлĕ канура, ялти хисеплĕ ватăсен йышĕнче. Валентина Мефодьевна 4 ачана кун çути парнеленĕ, паян унăн 10 мăнук тата 10 кĕçĕн мăнук. Анфиса Спиридоновнăн та çемйи пысăк: 5 ача, 12 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук. 

Вĕсем нихăçан та ĕçсĕр лармаççĕ: кунсерен выльăх-чĕрлĕх патĕнче кăштăртатаççĕ, çу кунĕнче пахчаран тухма пĕлмеççĕ, каçалапа вара алла тĕрлĕ çиппе крючок тытаççĕ. Çыхнă япали вара вĕсен чылай: мунчала та, çивитти те, чăлха-нуски те, тĕрлĕ минтер те… Валентина Мефодьевна каланă тăрăх, тĕрлĕ эреше вăл Пушкăртри тăхлачинчен вĕреннĕ, хыççăн вара унран ялти чылай хĕрарăм çак ăсталăха алла илнĕ.

Пурнăç тăршшĕпех ĕçре те, канура та, уявсенче те пĕрле икĕ кин.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости