ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Аслă ăрупа тачă çыхăнса ĕçленĕ

Категория: Общество Просмотров: 338

DSC06911Сăн ÿкерчĕкре социаллă пулăшу сферинче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă, пин-пин çыннăн ыйтăвне татса пама пулăшнă сумлă çынсене куратăр. Нина Петрова (сăн ÿкерчĕкре сулахайри)  район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ пулнă май, çак енĕпе 2001 çулта тăрăшма пуçланă. Асăннă ыйтăва татса парассипе тĕрлĕ должноçра тата шайра, вăл шутра республика шайĕнче те  тимленĕ. Йывăрлăха лекнĕ çемьесене, уйрăм çынсене яланах ăнланма тата пулăшма тăрăшнă. Унăн ĕç пÿлĕмĕнчен ыйтăва уçăмлатмасăр, татса памасăр тухакан çын пулман тесен эпĕ пачах та йăнăшмăп. Вăл яланах пулăшу парас çул-йĕре шыранă, кашнине ăшшăн йышăнса ăсатнă.

Зоя Игнатьева та (унпа юнашар) - çак сумлă сферăн хисеплĕ ветеранĕ. Ку енĕпе вăл 1970 çулта тăрăшма пуçланă. Асăннă отрасльти ĕç стажĕ вара  вăтăр пилĕк çултан та иртнĕ, малтан социаллă пулăшу пайĕнче, каярах Пенси фондĕнче тăрăшнă. Çак тапхăрта миçе çынна пенсие тухас йĕркепе паллаштарнă тата пулăшнă ĕнтĕ.

Раиса Германова (сулахайран виççĕмĕшĕ) çирĕм виçĕ çул социаллă пулăшу пайĕнче тăрăшнă. Хастар инспектор ĕçе яланах тÿрĕ чунпа пурнăçланипе танах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă, çамрăксемшĕн - шанчăклă та ăста вĕрентекен.

Екатерина Иванова та (сылтăмри) хăйĕн ĕç ĕмĕрне социаллă пулăшу сферине халалланă. Ĕç стажĕ вăтăр çичĕ  çулпа танлашнă, вăл шутран çирĕм пĕр çулне  асăннă пай ертÿçинче тăрăшнă.

- Ун чухне мĕнле ĕçлесе çитернинчен халĕ тĕлĕнетĕп. Вăтамран кун-каçа çĕр çынна е ытларах та йышăнма тивнĕ. Кашни çынпа уйрăммăн калаçмалла тата ăнлантармалла вĕт. Чылайăшĕ аякри ялтан килнĕ.  Никама та йышăнмасăр кăларса яман, кашни çыннăн ыйтăвне татса панă, вăл е ку документ кирлине тĕплĕн ăнлантарнă. Йышăнура пулнă кашнин уйрăм кĕнекине йĕркелемелле вĕт, каçхи сакăр сехетчен, чылай  чухне ытларах та ларма тивнĕ. Çапах та çак ĕç мана килĕшетчĕ, çавăнпа та ĕç ĕмĕрне çак сферăпа çыхăнтартăм, - иртнĕ тапхăра кăмăллăн  аса илчĕ Екатерина Павловна.

Вĕсем çынсем тĕлĕшпе сумлă ĕç пурнăçланипе пин-пин çынран ырă сăмах илтнĕ, ыттисемĕш ырă тĕслĕх шутланнă, вăл шутра - республика шайĕнче те. Тÿрĕ чунпа тăрăшакана вара асăрхамасăр хăвармаççĕ. Çавăнпа та сăн ÿкерчĕкри ветерансем тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе Тав çырăвне тивĕçнĕ, вĕсенчен те чуна çывăхраххи - çынсен тав сăмахĕсем.

Р. Илларионова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости