ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çамрăклăхĕ йывăр ĕçре иртнĕ

Категория: Общество Просмотров: 303

Викторова Мария- Кун иртет те çĕр иртет, ĕмĕр иртни сисĕнмест. Акă кăçал 88 çул та тултартăм. Кам шутлама пултарнă-ши çак çула çитессе; Çултан-çул эпир, «вăрçă ачисем», сахаллансах пыратпăр. Ара, пурнăçĕ те пирĕн çĕршыв аталанăвĕн йывăр çулĕсенче иртнĕ те, - калаçăва пуçларĕ Мария кинемей.

Мария Германовна Викторова (сăн ÿкерчĕкре) халĕ Исетерккĕ ялĕнче пурăнать. Хăй вара 1929 çулхи майăн 7-мĕшĕнче Хупахушкăнь (Чуманкасси ял тăрăхĕ) ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Унсăр пуçне çемьере тата 8 ача çуралнă, анчах пурнăç сукмакĕпе пиллĕккĕшĕн кăна утма пÿрнĕ. Халĕ вара пĕр тăвансенчен Марияпа Зоя çеç пурăнаççĕ.

- Шкултан 7 класс вĕренсе тухнă хыççăн (виçĕ класне Отарккăра, хыççăнхи тăваттăшне Чуманкассинче вĕреннĕ) фермăна ĕçлеме вырнаçнă. Малтанах - сысна ферминче, кайран, качча тухичченех, ĕне ферминче ĕçлерĕм. Ĕçлемесĕр кам çăкăр çитерет. Колхозра ĕçленĕ, выçса вилмен. Ĕçлекен çынна пĕр куншăн çур кило çăнăх паратчĕç. Çав çăнăхпа чуста лăкаса апата яраттăмăрччĕ. Апата çăрарах тума пиçенне те, хурхухне те, мăянне те янă, кайрантарах - паранкă çеçкине те. Çав шÿрпене тупăшсах çиеттĕмĕрччĕ. Паранки çитместчĕ - хĕл каçнă вăхăталла юлмастчĕ те. Вăл вăхăтра паранкă çине тимлĕх ытлах уйăрма пĕлмен. Каярах, "лорх" сорт туянсан, паранкă çителĕклĕ тытма пуçларăмăр.

Аттепе анне пире ачаранах темĕн тĕрлĕ ĕç тума вĕрентетчĕç. Тыррине те кашни çынна виçсе панă - эпир те çурлапа вырнă. Ачасемпе хĕрарăмсене вăрçă çулĕсенче уйрăмах йывăрччĕ, лашисене те ялсенче ырханнисене кăна хăварнă, - аса илĕве путрĕ кинемей.

Мария кинемей тырă вырса çапнине, çăм çип арласа алса-чăлха чылай çыхнине, кантăр сÿсне туса илнине, унран çип арланине халĕ та лайăх астăвать. Пĕррехинче Мария кинемейĕн ырхан лашапах Элĕк районне кантăр сÿс заводне кантăр сÿсне леçмелле пулать. Çитме çитет-ха вăл вăраххăн, каялла килнĕ чухне вара хĕрĕн лашана тăварса улăхран хăйĕн çавăтса, туртса хăпартма тивнĕ.

Пурнăç Марияна сухапуç тытма хăнăхтарнă, маçаккăшĕ вара çăпата тума вĕрентнĕ.

-Тантăш хĕрсем ларма чĕнсен ман çăпата тумалла, теттĕм. Хăйсене кĕме йыхравлаттăм. Пĕрле лараттăмăрччĕ вара. Эп çăпата тунине пăхса мухтатчĕç. Çулла ĕç çи вăхăтĕнче колхоз пĕччен хĕрарăм килĕнче ясли-сад уçнăччĕ. Унта пĕр 10 ача таран çÿретчĕ. Дояркăра ĕçленĕ хушăрах эпĕ тепĕр хĕрарăмпа, Юлия Семенова кладовщикпа, улшăнса ачасене апат пĕçерсе çитереттĕм.

Хупахушкăньтен тухсан Анаткас Апаш енчи сăрт çинче кирпĕч завочĕ пурччĕ. Унта эпĕ те ытти нумай çын пекех ĕçленĕ. Хĕртнĕ кирпĕч тума виçĕ кăмака пурччĕ. Вăл кирпĕче стройкăсене ăсататчĕç. Завод вара çулла кăна ĕçлетчĕ, ытти вăхăтра çынсен ял хуçалăхĕнчех ĕç нумай пулнă, - çамрăклăх çапла килнине калать кинемей.

Мария кинемей хăй те 3 çул Мускаври стройкăра ĕçленĕ. Çамрăк чухне тухса çÿреймесен, кайран тухаймастăр тесе,  Василий Ильич колхоз председателĕ ятарлă справка (унсăр урăх вырăна кайма ирĕк пулман) парса янине калать вăл.

Çамрăклăх вăхăчĕ йывăр ĕçре иртнĕ: пĕтĕмпех алăпа тунă-çке, тырра уя хулпуççи çинче йăтса тухма тивнĕ вăхăтсем те, кăмака хутма вутă пулманран вăрмантан вутă-шанкă йăтнă вăхăтсем те пулнă.

- Аттене вăрçа илсе кайнине лайăх астăватăп: 1942 çулхи Мăнкунччĕ. Ун чухнех вăл вăрçăран сывă таврăнасса иккĕленетчĕ. Вăрçăран чăнах та ик-виçĕ çыру кăна килчĕ. Кайран - хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтерекен хут. Атте вăрçăччен пĕр çулталăк вăрман  ĕçлесе пурăнчĕ, тепĕр çулне вара çар комиссариатĕнчен "бронь" панипе Отарккăри пуçламăш шкул çуртĕнче фронт валли йĕлтĕрсем туса пурăнчĕ. Вăл йĕлтĕр тума чăнах та маçтăрччĕ, - тет иртнине аса илсе Мария кинемей.

1959 çулта Мария Германовна Исетерккĕ ялĕнче пурăнакан, 1925 çулта çуралнă Герасим Викторова качча тухать. Вăл вăрçа хутшăннă çын пулнă. Вĕсен виçĕ ача çуралать: Миша, Гена тата Леонид. Асли нефтьпе газ кăларнă çĕрте çурçĕрте вăй хурать, вăтамми - Калининград облаçĕнче пулă тытнă çĕрте. Кĕçĕнни Леонид вара Шупашкарта пурăнать, нумай хутлă çуртсем хăпартнă çĕрте прорабра вăй хурать. Каламалла, вăл 1981 çулта çамрăксем хушшинче йĕлтĕрпе чупса Совет Союзĕн чемпионĕ те пулнă.

Хăй çуратнă виçĕ ачисĕр пуçне Мария кинемей упăшкин пĕрремĕш арăмĕнчен (вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ) юлнă икĕ ачине те тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ Мария кинемейĕн 6 мăнукпа 4 кĕçĕн мăнук. Шел, Герасим Викторович вĕсемпе нумай киленсе пурăнаймарĕ - вăрçă суранĕсене пула1992 çулта çĕре кĕчĕ.

Мария кинемей пĕччен пурăнать, анчах ăна ачисемпе мăнукĕсем манмаççĕ, пулăшсах тăраççĕ, çурт-йĕрне çĕнетсе параççĕ. Пускилĕсем те пăхкаласах тăраççĕ.

А. Макаров.

Исетерккĕ ялĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости