ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çирĕп çемье - тăнăç пуласлăх

Категория: Общество Просмотров: 283

DSC04263Сăн ÿкерчĕкре Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи çирĕп çемьесенчен пĕрне - Паргеевсен çемйине куратăр. Вĕсем пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленнĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

-  Çемьере чи  пĕлтерĕшли - пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни,  хисеплени, - теççĕ вĕсем  пулас мăшăрсене.

 Роза Всеволодовнăпа Илья Гаврилович  çемье çавăрнăранпа вăтăр ултă çул ĕнтĕ. Шăпах çакăн чухлĕ тапхăр лăпкăн пырать çемье карапĕ анлă пурнăç тинĕсĕнче. Малашне те унăн çулĕ вĕçсĕр-хĕрсĕр пултăр.    Паллах, тепĕр чухне тумхахсăр та мар, çапах та  пĕрле пулсан  йывăрлăха парăнтарма çăмăлрах.

 Роза Всеволодовна - сиплев учрежденийĕн кĕçĕн медицина персоналĕ. Кунта ĕç тĕрлĕрен пулни каламасăрах паллă.

- Икĕ алла пĕр ĕç пултăр. Çынсем хăйсене пулăшнăшăн тав тусан кăмăл-туйăм çемçелет, - тет вăл хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртса. 

Çемье пуçĕ, Илья  Гаврилович, ĕç ĕмĕрне ял хуçалăх отраслĕпе çыхăнтарнă, водительте тăрăшнă. Мăшăрăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вăтăр пилĕкшер çул.  Çак тапхăрта вĕсем ырă ĕçшĕн сахал мар тав сăмахĕ илтнĕ, çавăн пекех вĕсен тăрăшулăхне тĕрлĕ Хисеп хучĕпе хакланă.

Ырă мăшăр икĕ ача ÿстерсе  пурнăç çулĕ çине тăратнă.  Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕ евĕр, вĕсен ачисем те хăйсем пекех тăрăшулăхпа палăраççĕ. 

Илья ывăлĕпе те çемье чăннипех мухтанма пултарать. Вăл спорт çулне суйланă. Илья тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе  парабадминтон енĕпе Раççей шайĕнчи чемпион пулса тăнă. Çавна май вăл уйрăмах çамрăксене спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине суйлама сĕнет.

Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости