ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

"Отарккăсем те çутта тухаççĕ"

Категория: Общество Просмотров: 266

IMG 7323Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Отарккă ялĕнче пурăнакансем каланă тăрăх, урамсенче хытарса тунă çула кунта иртнĕ ĕмĕртех кĕтме пуçланă. 90-мĕш çулсенче çул тăваççĕ тесе урамри йывăçсене те каснă-мĕн, анчах çак тарана çитиччен урамри ытти йывăç та каснисем вырăнне ÿссе кайнă. Çул тăвакан чылай вăхăт "тупăнман"...

Кăçал вара ял патĕнчен иртсе çÿрекенсем "отарккăсем тинех çутта тухаççĕ" тесе калама  тытăнчĕç. Кунта чăнах та пысăк стройка пырать: ялти тăватă урамра техника ĕçлет, çул тăвакан рабочисем те хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, ялта пурăнакансем çак ĕçе чăрмав кÿрекен япаласене куçарчĕç, йывăçсене те касрĕç.

Хальхи вăхăтра рабочисем вак чул сарассипе тимлеççĕ, тăпра алтни, хăйăр сарни хыçа юлнă ĕнтĕ. Извеçлĕ вак чул тата гранитлă вак чул сарнă сийсене хытарса тытса тăракан хутăшпа витереççĕ. Çапла Анисимов тата Садовая урамсенче акă ĕç вĕçленесси те инçех марри палăрать.

- Отарккă ялĕнчи урамсенче сармалли çул тăршшĕ пурĕ 3020 метр. Ĕçсене пурнăçлакан тĕп подрядчик - "Автодорсервис" пĕрлешÿ. Эпĕ хам уйрăммăн та, пĕрлешÿ ертÿçипе тата ытти ответлă çынсемпе ĕç пахалăхне курса тĕрĕслесе тăратпăр. Çула тума чăрмавлă вырăнсем те пулчĕç. Шыв пăрăхĕсене пурĕ 300 метр ытла куçарса хума тиврĕ, - пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов.

Ял тăрăхĕнчи депутат, Отарккăра пурăнакан Николай Данилов та савăнăçне пытармасть. Хытарса тунă çул ял халăхĕшĕн кĕтнĕ пысăк парне пуласса калать.

- Кун каçа техника сасси те хăлхана çурмасть - çулĕ пултăр. Эпĕ кăна мар, ыттисем те çаплах калаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов та пĕлтĕрпе кăçал пирĕн ялта тăтăшах пулчĕç. Çул тума шантарчĕç. Хăйсен сăмахне тытрĕç. Тавтапуç вĕсене,  - палăртрĕ ял халăхĕн шухăшне депутат.

IMG 7304Чăнах та, çуркуннехи е кĕрхи йĕпе-сапара яла нимĕнле машинăпа та кĕрсе тухма çукчĕ. Кун пек вăхăтра ялти çынсем нимĕнле инкек те ан пултăрччĕ çеç, тесе калатчĕç. Иртнĕ хĕл кунĕсенче урамсенчи çулсене сарлака та тикĕс уçса тăнăран, хĕлле ял хушшинчи çул сăмахĕ çуркуннеччен манăçа тухрĕ.

Çулла çул йĕрне тата ялти тротуар вырăнне палăртса тухнă хыççăн çынсен ĕненĕвĕ чăнах та çирĕпленчĕ. Çапла вара "отарккăсем те çутта тухаççĕ" тенине никам та  кÿренÿллĕ сăмах тесе шутламасть.

- Эпир ир пуçласа каçчен кунта. Отарккă ялне питĕ лайăх пĕлетĕп, çавăнпа ял çыннисемшĕн хам та савăнатăп, - тет Сергей Степанов водитель (пĕрремĕш  сăн ÿкерчĕкре Н. Белов пуçлăхпа). Вăл кунти урамсене КамАЗпа вак чул турттарать.

Анисимов урамĕнче вара Александр Яковлев мастерпа Владимир Кириллов çул-йĕр ĕçченĕ (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) урамсене сыпăнтаракан çул çинче тимлетчĕç. Вĕсем те кун пек пысăк ялта çул пулни яла тата хăтлăрах тума май парасса шанаççĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости