ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Куллен - ачасемпе

Категория: Образование Просмотров: 429

IMG 4187Шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май библиотекăсенче вăй хуракансен те ĕç хушăнать. Ку тапхăрта библиотекăна çÿрекен ачасен шучĕ палăрмаллах ÿсет. Çамрăк вулавçăсем вара тĕрлĕ ыйтупа интересленеççĕ, харпăр хăй интересĕсене кура кашнин валли кирлĕ литература суйлама пулăшас пулать. Кунпа пĕрлех ача-пăча валли тĕрлĕрен мероприяти ирттересси те ырă йăлара.

Шкул ачисем районти ача-пăча тĕп библиотекине хаваспах çÿреççĕ. Кунта ĕçлекенсем вĕсене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, сĕнÿ-канашпа та пулăшма тăрăшаççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре эсир районти ача-пăча тĕп библиотекин библиотекарьне Александра Егоровăна, библиотека заведующине Елена Налимовăна тата ачасемпе ĕçлекен методиста Марина Скворцовăна куратăр. Вĕсем библиотекăра ачасем хăйсене килти пекех хăтлă туйччăр тесе тăрăшаççĕ.

В. ШАПОШНИКОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости