ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Туслăх хуçаланать

Категория: Образование Просмотров: 556

rodnichokВăл е ку ĕç коллективĕнче  вырăнти ертÿçĕ ĕçе епле йĕркеленинчен, унăн калаçăвĕнчен, ĕç коллективĕнче мĕнле лару-тăру хуçаланнине асăрхасан, унта вăй хуракансен ĕçне ыттисем епле хак панине курсан, вырăнти атмосферăна пĕтĕмĕшле ăнланса илетĕн. Пĕрисем патĕнчен хăвăртрах тухса утас килет пулсан, Катькасри "Родничок" ача садĕнче унта ĕçлекенсемпе тата ача сачĕн ертÿçипе Любовь Сергеевăпа ял пурнăçĕ пирки нумай хушă сăмах вакласа лартăмăр. Телее кăнтăр апачĕ хыççăнхи вăхăт пулнăран, садикри 65 ача шăплăх сехетĕнчеччĕ.

- Ялта вăхăтра çакăн пек ача сачĕ уçни - паян ял çыннисемшĕн хăйне евĕр çăмăллăх. Пире валли вара - ĕç вырăнĕ. Пĕтĕмĕшле лару-тăрăва тĕрĕс хак парса эпир хамăр ума лартнă тĕллеве пахалăхлă пурнăçлассишĕн тăрăшатпăр, - каласа парать  "Родничок" ача сачĕн заведующийĕ Любовь Петровна. Унăн сăмахне ачасемпе ĕçлекен воспитательсем те çирĕплетрĕç. Вĕсем вара кунта тăваттăн. Воспитательсене пулăшакансем 3-ĕн пулни, пĕр повар тата вырăн хатĕрĕсем тирпейлесе тăракан  пурри ача садĕнчи ĕçсене пахалăхлă пурнăçласа пыма пулăшать.

Çакна хăйсен пепкисене куллен ача садне ăсатакансем те çирĕплетеççĕ. Апла пулсан пĕрлехи ĕç - пĕрлехи савăнăç. Кун пек чух вара ялта та, ĕç коллективĕнче те туслăх хуçаланать. Вăл вара çамрăк ăрăвăн воспитанийĕ çине те ырă витĕм кÿни иккĕлентермест.

Сăн ÿкерчĕкре (сулахайран сылтăмалла): Наталья Ельмешкина (ĕç стажĕ 13 çул), Олеся Клюшкова (5 çула яхăн), Валентина Угарова (ку ĕçре чĕрĕк ĕмĕр) воспитательсем.

А. БЕЛОВ

сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости