ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

"Атте-анне чĕлхи ан сÿнтĕрччĕ, чăвашлăх ан манăçтăрччĕ"

Категория: Образование Просмотров: 780

DSC08618Сăн ÿкерчĕкре Москакассинчи "Колокольчик" ача садĕнче вăй хуракан Вера Макаровăна куратăр.  Чылай çул музыка ертÿçинче тăрăшакан маттур хĕрарăм хăйĕн суйлавĕпе питех те кăмăллă, ачасемпе ĕçлессине ăна Турриех пилленĕ пулĕ. Чуна парса тимлени вара çитĕнÿ патне илсе пырать. Çавна май унăн тăрăшулăхне районпа республикăра кăна мар,  унăн тулашĕнче те пĕлеççĕ.

 Вера Степановна ача садĕнче 1984 çултанпа тимлет. Вăл пысăк категориллĕ ĕçчен. Чи малтанах вăл пилĕк ушкăнпа ĕçе тытăннă. Халĕ çичĕ ушкăн, пĕр ушкăн вара шкулта. Хăй юрă-кĕвĕ ăсти пулнăранах ĕнтĕ ачасемпе ку енĕпе ырми-канми тăрăшать, кашни ачара пултарулăх хĕлĕхне тупма пĕлет.

Çулсеренех тĕрлĕ мероприяти валли расна сценари хатĕрлесе воспитательсем пулăшнипе ачасемпе илемлĕ юмахсем лартаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ унăн ĕçĕпе питех те кăмăллă, ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшнишĕн тав тăваççĕ. 

Вера Степановна ĕç ĕмĕрĕнче миçе юмах калăпланине астумасть те ĕнтĕ, питех те йышлă вĕсем, вăл шутра ытларах хăй çырни, çавăн пекех вырăсларан чăвашла куçарни. Çулталăкра тăватă юмахран кая мар хатĕрлеççĕ.

  Сăвă йĕркисем çырма та  ăста вăл. Çавăнпа та вĕсене хушнипе Вера Степановна хатĕрленĕ юмахсем питех те илемлĕн те чуна тивмелле калăпланса тухаççĕ. Çакна та палăртса хăварам, уявсемпе юбилейсем ячĕсемпе те сăвăсем хайлать.      

Асăннă садикра чăвашлăх тĕп вырăнта тăрать. Çакна эпĕ вĕсем патĕнче пулнă хыççăн аванах ăнлантăм. Мероприятисене чăвашла ирттерме тăрăшаççĕ. 

- 20 - 30 çул каялла урамра та, килте те чăваш чĕлхи янăраса кăна тăратчĕ. Халĕ вара пачах урăхла. Эпир хамăрăн ача садĕнче ачасене чăваш чĕлхинчен пистерместпĕр. Вĕсене тăван калаçăва ытларах хăнăхтарас тесе тĕрлĕ ĕç пурнăçлатпăр, чăвашла питĕ калаçтарас килет. Атте-анне чĕлхи ан сÿнтĕрччĕ, чăвашлăх ан манăçтăрччĕ, - кăмăллăн паллаштарать Вера Степановна.

 Кунта ачасен ăсталăхĕ тĕп вырăнта, çавна шута илсе ача садĕнче "Хаваслăх" театр ушкăнне йĕркеленĕ. "Çулла ăçта кайнă-ши;", "Айван чĕрĕп", "Чечекли" тата ытти юмах лартаççĕ вĕсем.  "Автанпа тилĕ" юмах республикăри "Хунав" конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Иртнĕ çул чăваш наци конгресĕ ирттернĕ  конкурса 10 ача хутшăннă. Çакăн пек çитĕнÿсем вĕсене малашне татах та ытларах ĕçлеме хавхалантараççĕ.

Юмахсем лартнисĕр пуçне ачасемпе тĕрлĕ проект хатĕрлеççĕ. Кунта "Патриот воспитанийĕ - тăван юрă-кĕвĕ урлă" ятлă проект ĕçлет. Унăн шайĕнче тĕрлĕ тĕл пулу ирттереççĕ.

 Мероприятисенчи курав ĕçĕ валли çĕнĕ йышши пысăк экран питех те меллĕ. Вера Степановна каланă тăрăх, çĕнĕ йышши оборудование Петр Терентьев  уйрăм предприниматель парнеленĕ.

В. Макаровăн тăрăшулăхне кура районпа республика шайĕнче иртекен уçă вĕренÿсемпе куравсене Москакассинчи ача садĕнче йĕркелеме тăрăшаççĕ. Республикăри вĕренÿ институчĕ валли те куравсене кунта ирттереççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн тăрăшулăхне Раççей шайĕнче те пысăка хурса хакларĕç. Çулсеренех вăл тĕрлĕ конкурса хутшăнса çитĕнÿсем тăвать, Тав çырăвĕсене тивĕçет.

Республикăри вĕренÿ институчĕнче иртнĕ çул вĕçĕнче воспитательсен пĕрлехи вĕренĕвне йĕркеленĕ. Вера Степановна унта ултă сехет тĕрлĕ калаçу, вăйă  ирттернĕ. Вăл хатĕрленĕ "Чăваш ача садĕнче музыка ĕç-хĕлне тăван чĕлхе çинче никĕслесе йĕркелесси"  тата ытти тема питех те кăсăклă пулнă.

 - Эпĕ хамăрăн коллектива тăрăшулăхшăн тав тăватăп. Эпир тивĕçнĕ çитĕнÿсем пĕрле ĕçленипе кăна пулнă, - кăмăллăн калаçать пултаруллă педагог.

Унăн ĕçĕсем Санкт-Петербургра тухса тăракан "Музыкальная палитра", республикăри Çутĕç институчĕн "Народная школа" журналĕсенче  пичетленеççĕ.

Районти ача сачĕсенче музыка ертÿçисем çитменрен Вера Степановна пĕр харăсах темиçе учрежденире те тăрăшнă. Москакассисĕр пуçне Мăн Хураçкара, Муркашра тата ытти çĕрте ĕçленĕ.

Мăшăрĕ Анатолий хăй кăмăлланă ĕçĕпе тăрăшать. Вăл Вера Степановнăн тĕп пулăшуçи пулса тăрать. Компьютерпа усă курса мĕнле кăна сюжет, фильм хатĕрлемест пулĕ. Вĕсене куракан умне кăлариччен вара тĕрлĕ сăн ÿкерчĕк тăвать. Вăл хатĕрленĕ сюжетсемпе ял тăрăхĕнче пурăнакансене те тăтăшах паллаштараççĕ. 

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ халăхра. Даша хĕрĕ пысăк сцена çинче куракана савăнтарать. Вăл тĕрлĕ конкурс дипломанчĕ, лауреачĕ. Амăшĕпе хĕрĕ Мăн Сĕнтĕрти чиркÿре юрлаççĕ. 

Макаровсем район центрĕнче вырнаçнă тури чăвашсен музейĕпе те тачă çыхăну тытаççĕ. Унта ирттерекен чылай мероприятие хутшăнаççĕ, хăйсен йăх-несĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Йăх-несĕл тенĕрен, çакна та палăртса хăварам. Çемье пуçĕ Анатолий тата кил-çурт вучахне упракан Вера ăсталăхĕ ăнсăртран мар. Икĕ енĕпе те авалтан питĕ пултаруллă çынсем аталанса пынă. Вунă ачаллă çемьери тăххăрмĕш ача Вера Степановна амăшĕ Ольга Александровна юрласси-сăвăлассинче питĕ пултаруллă пулнине палăртать.    

Р. Илларионова.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости