Шкул çулĕсем хыçа юлнипе ачалăх вĕçленет, пурнăçăн аслă çулĕ уçăлать. Çакна кăçал районти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă 162 яшпа хĕр хăйсен тĕслĕхĕнче ăнланчĕç. Вĕсенчен 38-шĕ шкула «5» паллăпа кăна вĕренсе пĕтернине çирĕплетекен аттестат тата медаль илни малашлăх çирĕп алăрине систерет.
Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çатракассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухакансем те сывпуллашу каçне пухăнчĕç. Вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те шкул пĕтерекен çамрăксем илнĕ пĕлÿпе пурнăç çулĕ çинче çухалса каймасса шаннине пĕлтерчĕç.
- Тавтапуç вĕрентекенсене, пысăк тав атте-аннене. Эсир тăрăшнине эпир çилпе вĕçтермĕпĕр, сирĕн ĕмĕтĕрсене пурнăçлама тăрăшăпăр. Çакна валли пирĕн халĕ çул уçă, - терĕç алла аттестатсем илнĕ 4 яшпа 3 хĕр.
Вĕсем калани пуш сăмах пулмасса ĕненетпĕр.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Сентябрь 2026 |
