ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

Экологи тĕп вырăнта

Категория: Образование Просмотров: 488

Маринкина Юлия МихайловнаЫрă ĕмĕтпе ял малашлăхне шанакансем тата шкул пурнăçĕнчен катара тăманнисем вĕренÿ системинчи çĕнĕлĕхсене тăтăш алла илсе пыраççĕ. Тĕллевлĕ ĕçлесе вĕсем пире ÿсĕмсемпе савăнтараççĕ. Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир Ильинкăри вăтам шкулта ачасене биологи, хими тата географи вĕрентекен Юлия Маринкинăна куратăр. Хăй ĕçне чунĕпе парăннă Юлия Михайловна ачасене хăйне шанса панă предметсене çутçанталăкпа çывăхлатса вĕрентессине мала хурать.

- Ачасем хăйсене урокра вĕрентнине тăван тавралăха тухсан асăрхама пултарсан чун савăнать, пĕрле тăрăшни харама кайман пек туйăнать. Ку вара вĕрентекеншĕн те, ачасемшĕн те - пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ черетлĕ урока васкакан вĕрентекен.

Тăван енри ÿсен-тăран, чĕрчунсемпе вĕçен кайăксем тĕлĕшпе çакăн пек ăс панă çĕрте хамăр тăрăхри экологие лайăхлатассипе çанă тавăрса ĕçлекенсем ÿсессе те шанма пулать.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости