ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çĕнтерÿпе таврăнтăмăр

Категория: Образование Просмотров: 218

IMG 7952Декабрĕн 11-мĕшĕнче Ача-пăча пултарулăхĕн Шупашкарти керменĕнче "Кадетсен Георги балĕ" ятпа бал ташшисен республикăри конкурсĕ иртрĕ. Асăннă ăмăртăва 9 - 11 классенчи ачасем хутшăнчĕç. Пĕрлехи уяв республикăри шкулсенчи 18 класри 250 ачана яхăн пухрĕ.

Конкурс питех те çивĕч иртрĕ. 11 класра вĕренекенсем хушшинче бал Примине тата Премьерне суйларĕç. 9-мĕш классем хушшинче  чи лайăх мăшăра палăртрĕç, ку енĕпе Муркаш шкулĕн вĕренекенĕсем Станислав Михайлов тата Екатерина Старцева чи пултаруллисем пулчĕç.

Унсăр пуçне 9-мĕш класс вĕренекенĕсем ятарлă ташăра тата ирĕклĕ бал композицийĕнчи илемлĕхпе тыткăнларĕç. Ку номинацисен çĕнтерÿçисем Муркаш шкулĕн ачисем пулчĕç, пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç.

9-мĕш класра вĕренекен ачасен "Грация" хореографи коллективне республикăри конкурса хутшăнма Муркаш шкулĕн ритмикăпа хореографи вĕрентекенĕ Людмила Митрофанова хатĕрленĕ. Республика шайне тухма пулăшнă Анна Сорокинăна, асăннă класăн ашшĕ-амăшĕн комитетне тав тăватăп. Анна Николаевна тимленипе коллективра ăнланулăхпа ăнăçлăх палăрчĕ, çакă та пире çĕнтерÿ патне пыма пулăшса пычĕ.

Республика шайне тухассинче тата çĕнтерессинче 9-мĕш класс ертÿçи Светлана Рожкова хавхалантарса тăчĕ. Шкул ертÿçи Николай Смирнов транспортпа укçа-тенкĕ уйăрса пулăшрĕ. Çавăн пекех А. Романов хавхалантарăвне те ырăпа палăртса хăварас килет.

Бал ташшисен "Кадетсен Георги балĕ" конкурсне 2007 çулта йĕркеленĕ, çулсеренех вăл çÿллĕ шайра иртет, маттур ачасем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.

Эпĕ хамăн вĕренекенсене, юратнă кадетсене ăшшăн тав тăватăп. Хаклă ачасем, эсир хăвăр ума лартнă тĕллеве çÿллĕ шайра пурнăçларăр, сире эпĕ тăрăшулăхшăн, пысăк çитĕнÿшĕн тав тăватăп. Çĕнсе илни вара  чикĕ ан пултăр, малашне те хăвăра шанса çирĕппĕн утăр, ăнăçу кăна пултăр.     

  Л. Митрофанова,

Муркаш шкулĕн ритмикăпа хореографи вĕрентекенĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости