ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

Мускавран çĕнтерÿпе таврăнчĕç

Категория: Образование Просмотров: 285

КадетыДекабрĕн 3-мĕшĕнче Мускаври «Одиссей» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче  «Смотр строя и песни. Марш Победителям» округри çиччĕмĕш уçă конкурс иртнĕ. Ăна Мускав патĕнчи çапăçусенче Совет çарĕ контрнаступлени пуçланине халалланă.

Çарпа патриот конкурсне Чăваш Енри кадетсен икĕ класĕ хутшăннă: Муркашри вăтам шкулти кадетсен  класĕ тата  Янкăлч вăтам шкулĕнчи 8-10 классенчи кадетсен команди.

Кадетсем строй тĕрĕслевĕн ăмăртăвĕнче, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассинче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки викторина-конкурсра хăйсен категорийĕсенче малти вырăнсене йышăнма пултарнă. Командăсем дипломсемпе тĕрлĕ парнене, кубока тивĕçнĕ.

Муркаш шкулĕн кадет класĕнче вĕренекенсен çĕршыв шайĕнчи çĕнтерÿсем хушăнсах пыраççĕ. Кадетсем хăйсене пулăшса хавхалантарса тăнăшăн класс ертÿçине Светлана Рожковăна, шкул директорне Николай Смирнова тав сăмахĕ калаççĕ. Мускаври çак конкурса хатĕрленме пулăшнăшăн  Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарне Владимир Казакова та тав тăваççĕ.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Февраль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости