Чăваш Ен вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев Раççейри чи лайăх шкулсенчен пĕринче - Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулчĕ
Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ку вĕренÿ çулĕнче 924 ача пĕлÿ пухать. Шкулти классем хăтлă, учительсемпе ачасем урокра та, класс тулашĕнчи мероприятисенче те хальхи вăхăтри тĕрлĕ оборудованипе усă кураççĕ. Ку шкулта ачасене робототехникăна та явăçтараççĕ, агрокласс та йĕркеленĕ, çарпа патриот воспитани парасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ачасен тĕрлĕ олимпиадăри, конкурсри тата спорт ăмăртăвĕсенчи çитĕнĕвĕсем пирки вара калаçăва вăраха тăсма пулать.
Кĕскен палăртсан, Муркаш шкулĕ кăçалхипе виççĕмĕш хутчен Раççейри чи лайăх шкулсен йышне кĕме ахальтен тивĕçмен.
Кунти лару-тăрупа юнкун Чăваш Ен вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев паллашрĕ. Шкулта вăл Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа тата район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕпе Зоя Дипломатовăпа пĕрле пулчĕ.
"Ачасене вĕренме тата тĕрлĕ енлĕ аталанма лайăх условисем туса парасси пирĕн, манăн уйрăммăн та, тĕп тивĕç. Çавăнпа та паян кунти условисене лайăхрах тума сĕнÿсем пама та пултаратăр. Пурне те хаваспах итлетĕп", - палăртрĕ вăл шкул ачисемпе уçă калаçу мелĕпе ирттернĕ тĕл пулу вăхăтĕнче.
Юрий Исаев уйрăмах Муркаш шкулне Кашмашран вĕренме çÿрекен ачасен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕ.
Хаçат вулакансем астăваççĕ пулĕ, кăçал тĕрлĕ енлĕ экспертиза çак шкул территорийĕнчи çуртсене малашне ачасене вĕрентме юрăхсăррине çирĕплетнĕрен, çуртсем ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнăран, Кашмаш шкулĕнче ачасене йышăнма чарнăччĕ.
Муркаш шкул директорĕ Николай Смирнов каланă тăрăх, Кашмашран çÿрекен шкул ачисем (вĕсем кунта 44 ача) Муркашра унччен те вĕреннĕ ачасемпе паллашма, туслашма ĕлкĕрнĕ. Ачасем хăйсем те çавнах палăртрĕç.
"Кунта класс пÿлĕмĕсем пысăк, ачасем те класра, шкулта нумай, такампа та паллашма пулать", - теççĕ вăтам сыпăкра вĕренекен хĕр ачасем.
Арçын ачасене те, хĕр ачасене те физкультура урокĕсем спортзалта иртни килĕшет. Ку кăна мар - уроксем "Сывлăх" спорт шкулĕнчи бассейнра та иртеççĕ. Ачасем шкул столовăйĕнче хăтлă пулнипе те кăмăллă.
Кĕçĕнрех класра вĕренекенсем робототехника кружокне те çÿреççĕ, килтен шкула, шкултан киле автобуспа "ярăнса çÿрени те" килĕшет-мĕн вĕсене.
Аслă классенче вĕренекенсен шухăшĕ вара ытларах патшалăх пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытса шкул хыççăн малалла килĕштернĕ профессие алла илессипе çыхăннă. Акă вуннăмĕш класра вĕренекен яш малашлăхра çар вĕренÿ заведенине суйласа илесшĕн. Çавăнпа та вăл 11 класа ăнăçлă вĕренсе пĕтернин пĕлтерĕшне лайăх ăнланать. Кунта хăйне кирлине вăл пĕтĕмпех илме пултарнине палăртрĕ.
Министр та вĕсемпе килĕшет. Пысăк шкулта, уйрăмах Раççейри чи лайăх шкул шутланакан вĕренÿ учрежденийĕнче, ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанмалли май чăнах та ытларах.
Юрий Исаевпа калаçнă май, хăш-пĕр ача малтанхинчен паллăсем сахалтарах илнĕшĕн пăшăрхансарах каларĕ. Паллисем лайăххисем пулсан, паллах, пăшăрханма кирлĕ мар вĕсен. Нумай ачаллă классенче паллăсем илмелли "черет" те тăсăларах пырать, класра 8-10 ача вĕреннĕ чухнехи пек мар. Çапах та пĕлÿ пахалăхĕ пĕлтерĕшлĕрех.
"Учительсем лайăх вĕрентеççĕ, уроксем интереслĕ иртеççĕ", - теççĕ ачасем. Ку вара - учитель ачасенчен илтме пултаракан чи лайăх тав сăмахĕ вырăннех.
Ачасем, именсерех пулин те, кăмăллăн калаçрĕç. Вĕсен ашшĕ-амăшĕн кăмăлне пĕлес тесе вара шкулта иртнĕ кунсенче шăпах ыйтăм ирттернĕ, анчах, шел пулин те, пур анкета та каялла шкула "таврăнайман". Сăлтавĕ анкета хучĕсене ачасем тавăрса паманнинче пулман иккен, ашшĕ-амăшĕ ырласа çырнă хурав хучĕсене Кашмашри хăш-пĕр çын килĕштерменрен, Муркаш шкулне çитмелле мар тунă... Çакăн пек информаци те пулчĕ шкулта.
Кун пек çынсен шухăшне ăнланмаллах мар, ачасен вĕренÿ процесне пăтратнăн туйăнать. Апла пулсан та ниме пăхмасăрах Муркаш шкулĕнче Кашмашран вĕренме çÿрекенсене меллĕ условисем тăвассипе тимлеççĕ. Автобус та Кашмашри ачасене ирсерен икĕ рейс туса шкула турттарать, ял тăршшĕпех тухать. Уроксем хыççăн та ачасене икĕ рейспа леçеççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, çитес çул шкул ачисем усă куракан икĕ стадионта (пĕри шкула хирĕç вырнаçнă, тепри - "Сывлăх" спорт шкулĕ хыçĕнчи) искусствăлла майпа хатĕрленĕ ятарлă виткĕч хума палăртнă. Апла пулсан футболла выляма, çăмăл атлетика тренировкисене, физкультура урокĕсене ирттерме тата та меллĕрех пулмалла.
"Сирĕн ытти сĕнĕве те шута илетпĕр. Ан вăтанăр, калăр", - палăртрĕ Ростислав Тимофеев.
Унччен Кашмаш шкулĕнче вĕреннĕ тепĕр 31 ача вара хальхи вăхăтра Çатракасси шкулĕнче вĕренет. Çавăнпа та Муркаш шкулĕнче пуçланă калаçу тулли пултăр тесе, Çатракасси шкулне те çитсе курма кăмăл турĕ министр.
Шкул директорĕ Виталий Прокопьев каланă тăрăх, ку вĕренÿ çулĕнче 190 ача вĕренет. Кашмаш ялĕнчен ку шкулта вĕренес текенсем вара унта кăçалччен те пулнă.
Кунта та ачасемпе калаçнă май ертÿçĕсем вĕсен кăмăлĕсене тивĕçтернине курса ĕненчĕç. Ачасем каланă тăрăх, ку шкула килесси те вĕсен хăйсен суйлавĕ пулнă.
"Никам та хистемен, хамăр суйланă", - теççĕ.
Çатракасси шкулĕнче те вĕренмелли, ачасене аталанмалли условисем лайăх, класс пÿлĕмĕсем çутă та аслă. Ачасем столовăйра лайăх çитернине, уроксем хыççăн секцисене çÿренине пĕлтерчĕç.
Кашмашри шкула вара, малтан та пĕрре мар çырнă, 2022-2023 çулсенче тума палăртнă. Кун пирки министр ачасене тепĕр хут каларĕ. Шкул тăвасси Чăваш Республикин 2016-2025 çулсем валли "Развитие образования" программин "Создание новых мест в общеобразовательных организациях Чувашской Республики в соответствии с прогнозируемой потребностью и современными условиями обучения" хушма программипе килĕшÿллĕн пулмалла. Çавăнпа та демографи лару-тăрăвĕ те пĕлтерĕшлĕ фактор шутĕнче пулĕ.
Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова каланă тăрăх, мониторинг Кашмаш ялĕнче çитес вĕренÿ çулĕнче 1-мĕш класа 5 ача каймаллине кăтартать. Тепĕр вĕренÿ çулĕнче те çавăн чухлех. Малаллахи çулсенче ача йышĕ ÿссе пымалла: 9, 12, 8... Апла лайăх тенденци пур.
Паянхи кун вара Кашмашран çÿрекен ачасем Муркаш шкулĕнчи условисемпе те, Çатракасси шкулĕнчи условисемпе те кăмăллă. Ку - чи кирли.
Н. НИКОЛАЕВА.
Март 2023 |