ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Тăван шкула манмастпăр

Категория: Образование Просмотров: 269

Кадикасы для материалаÇак кунсенче Шомик шкулĕ çур ĕмĕр тултарнине шута илсе унăн пĕрремĕш выпускникĕсен тĕл пулăвĕ (сăн ÿкерчĕкре) ялти "Нарспи" кафере иртрĕ. Выпускниксем хушшинче тĕрлĕ вырăнта ĕçлекенсем пур: тухтăр, агроном, зоотехник, хуçалăх ертÿçи, механик, инженер, банк тытăмĕнче ĕçлекен ăста специалист тата ыттисем те.

Калаçăва пуçланă май эпир хамăрăн учительсене аса илтĕмĕр: Анатолий Васильевич Иванов, Вера Михайловна Белова, Илья Николаевич Квасков, Клавдия Федоровна Егорова, Александр Матвеевич Угаров тата ыттисем те пире чуна парса вĕрентнĕ. Шкул çинчен калаçу вăрăм пулчĕ. Шкула ял çыннисем, шкул ачисем, уйрăмах аслă классенче вĕренекенсем тăрăшнипе хута ячĕç ун чухне.

Паянхи кун шкулăн малашлăхĕ пысăк тесе шухăшлатпăр, тĕллевĕсем те нумай. Кăçал шкулта ăшă туалетсем турĕç, çитес çул вара шкулчченхи ÿсĕмри ачасем валли ушкăн уçма шанчăк пуррине палăртрĕç. Шкулăн шиферпа витнĕ тăррине çитес çул профнастилпа улăштарма та планланă. Шкулпа капиталлă юсав тунă клуб хушшинче вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса парк йĕркелеме те пулать.

Кивĕ хуралтăсем вырăнĕнче хоккей курупки тума та май пур, кун пирки те калаçу пырать. Строительство материалĕ тĕлĕшĕнчен пулăшма май пуррине Катькас ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕ Г. Лебедев та палăртрĕ. Çак ĕçе пĕтĕмпех пуçаруллă бюджет мелĕпе тума май пур. Кун пек чухне ĕçĕн смета тăрăх палăртнă хакĕн 10 процентне ял халăхĕ, 10 процентне ял тăрăхĕн администрацийĕ, 80 процентне республика бюджетĕнчен хывма май пуррине ялти пухура РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов та асăнса хăварнăччĕ. Выпускниксем тĕл пулура кун пирки те сăмах пуçарчĕç.

Паллах, ача чухнехи самантсене аса илмесĕр тĕл пулу тулли пулмасть. Пирĕн те çаплах пулчĕ. Темĕн çинчен те калаçрăмăр, малашлăхра пĕрле тума май пур утăмсене палăртрăмăр. Шăкăл-шăкăл калаçса вăхăчĕ те хăвăрт иртрĕ - кашни çул тĕл пулма тĕв турăмăр.

В. Моисеев, Л. Егорова,

Е. Белова.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости