ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Калаçайман ачана та калаçтараççĕ

Категория: Образование Просмотров: 279

IMG 7633Кашни çулах тĕнчери пур логопед та хăйсен професси уявне паллă тăвать. Логопедсем нумаййăн мар, апла пулин те вĕренÿ тытăмĕнче ноябрĕн 14-мĕшĕнче вĕсем çинчен кăçал уйрăммăн аса илĕç. Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир "Путене" ача садĕнче логопедра тăрăшакан  Елена Михайловăна тата районти пĕрремĕш логопеда Мария Петровскаяна куратăр.

- Логопед ĕçĕ питĕ интереслĕ, мĕншĕн тесен эпир ачасене пулăшу панин результатне курса тăратпăр. Пирĕн пата калаçма пĕлмен ача килет, вăхăт иртсен вара, занятисем хыççăн, пирĕн патран калаçакан ача каять, - хавхаланса калать Елена Юрьевна.

Хальхи вăхăтра ачасем тĕрĕс калаçманни е калаçури ытти çитменлĕхлĕ ачасем сахал маррине калаççĕ логопедсем. Çакăн çине витĕм кÿрекен сăлтавсем шутĕнче ашшĕ-амăшĕ ачасемпе сахал калаçни те (ытларах тĕрлĕ гаджета "шанаççĕ"), экологи шайĕн тÿпи пуррине те калаççĕ специалистсем.

Логопедран пулăшу ыйтни паянхи кун ача калаçманнипе, ача сасăсене тĕрĕс мар каланипе тата тытăнчăклăн калаçнипе çыхăннă. Çак çитменлĕхсене пĕтерме логопедсем невролог врачпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен сăлтавĕсем ачан сывлăхĕнче "пытанма" пултараççĕ. Çитменлĕхсем генсен тытăмĕпе те, пулас амăшĕ час-часах УЗИ тунипе те, ача çуралнă чухне суранланма пултарнипе те, ачана "касса кăларнипе" те, ашшĕ-амăшĕ ачана хăратнипе тата ыттипе те çыхăннă.

 Пĕтĕмпех йĕркеллĕ, анчах та 3 çул тултарсан та ача пĕр сăмах та каламасан, ăна логопед патне илсе пыма сĕнеççĕ специалистсем.

Районти чи пĕрремĕш логопед Мария Петровская, хăй ĕçленĕ вăхăта аса илнĕ май, вăл вăхăтра вĕренÿ пайне ертсе пынă Владислав Николаев пирки чылай ырă сăмах каларĕ.

- Вăл передовик пулнă, малашлăха курса тăракан çынччĕ. Районта логопед службине йĕркелессипе нумай тăрăшрĕ. Пÿлĕм те пачĕç, методика тĕлĕшĕнчи пулăшу материалĕпе тивĕçтерессине те йĕркелерĕç - условисем туса пачĕç. Çапла 1986 çулта логопедра ĕçлеме тытăнтăм. Тĕрлĕ курссенче вĕрентĕм, хама вĕрентнĕ преподавательсемпе çыхăну тытрăм. Мана вара районти учительсем умĕнче тухса калаçма семинарсене чĕнетчĕç, ашшĕ-амăшсен пухăвĕсене те тăтăшах çÿренĕ эпĕ, - тет педагог.

Пирĕн районта паянхи кун логопедсем нумай мар. Елена Михайлова каланă тăрăх, вĕсем ятарлă занятисем ирттернипе пĕрлех тĕрлĕ консультаци те ирттереççĕ. Занятисем ытларах вăйă мелĕпе пулаççĕ.

Ача тĕрĕс те илемлĕ калаçасси çине вара спортпа туслă пулни те лайăх витĕм кÿрет-мĕн. Çавăнпа та логопедсем ачана пĕчĕкренех спортпа туслă ÿстерме сĕнеççĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости