ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Ачасене вĕрентесси - чыслă ĕç

Категория: Образование Просмотров: 254

P1050714Йÿçкасси ял тăрăхне кĕрекен Актая учительсен ялĕ тесен те юрать. Манăн çак ялта çуралса ÿснĕ йĕкĕрешсем, Геннадий тата Юрий Антоновсем, çинчен çырса кăтартас килчĕ. Эпĕ ятарласа вĕсен ялне кайрăм.P1050716

 Геннадий Йÿçкасси ялĕнче  çурт лартса кунта пурăннине пĕлтерчĕç. Эпĕ пынă вăхăтра мăшăрĕпе Тамара Семеновнăпа килтех пулчĕç, мана кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Пÿрчĕ-çурчĕ тирпейлĕ, шалта тĕкĕрлĕ стена та пур.

Геннадий Ильич (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) 1946 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче Актай ялĕнче  çуралнă. Вăрçă хыççăн çут тĕнчене килнисен те пурнăçĕ çăмăл пулман. Уй-хирти ĕçсене нумайăшне алăпа, лашапа пурнăçланă. Ачалăх вăхăтĕнче яланах колхозра ĕçлеме тăрăшнă. Йывăр вăхăт пулсан та вăл 1964 çулта Йÿçкассинчи  вăтам шкултан вĕренсе тухать.

 Хыççăн Шупашкарти педагогика  институтне хăй юратнă физикăпа математика уйрăмне вĕренме кĕрет. 1968 çулта вĕренсе пĕтерсе алла диплом илет. Унăн Элĕк районĕнчи Крымсарайка шкулĕнче ачасене физикăпа математикăна вĕрентмелле пулать.

Çав çулах салтака каять. Хыççăн Çатракасси шкулĕнче ачасене физикăна вĕрентме пуçлать. Ачасемпе часах пĕр чĕлхе тупать. Вăл вĕрентнĕ ачасем физикăпа тĕрлĕ ăмăртура малти вырăнсене тухаççĕ. Вăл - пĕрремĕш категориллĕ учитель. 1984 çул хыççăн Йÿçкасси шкулĕнче ĕçлет. 43 çул ытла физика вăрттăнлăхĕсене ачасене уçса  парать.  

Мăшăрĕ Тамара Семеновна çак шкулта ачасене вырăс чĕлхине вĕрентет.  Вăл Етĕрне районĕнче 1948 çулта çуралнă. Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Ăна 1999 çулта "Почетный работник  общего образования Российской Федерации" паллă парса чыс тăваççĕ. Вăл ачасене вырăсла тĕрĕс калаçма яланах тимлесе вĕрентет. 1983 çул хыççăн Йÿçкасси шкулĕнче вĕрентме пуçлать. Унăн ĕç стажĕ 36 çул.

Вĕсем 1 хĕр ачапа  2 ывăл ача пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пур ачи те аслă пĕлÿ илнĕ.  Геннадийпе Тамарăна ял халăхĕ хисеплет. Вĕсем вĕрентнĕ ачасем яланах тав тăваççĕ.

Хисеплĕ çемье выльăх-чĕрлĕх те тытать. Пыл хурчĕн çемйисен йышĕ те нумай. Халĕ вĕсен мăнукĕсем 3-ĕн.

Эпĕ Геннадийпе Юрий Антоновсем çуралнă Актай ялĕнче те пултăм. Юра Генăран 1 минут каярах çуралнăран, хăйсем хушшинче Гена ăна шăллăм тесе шÿтлет. Вĕсен ачалăхĕ пĕрлех иртнĕ. Юра та физикăпа математика уйрăмĕнче вĕренсе пĕтерсе Çатракасси, Панкли, Йÿçкасси шкулĕсенче ачасене математика предметне  43 çул вĕрентет.

Ăна "Отличник народного просвещения" паллă парса чыс  тăваççĕ, вăл - пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ ăмăртура математикăпа малти вырăнсене тухаççĕ.

Унăн мăшăрĕ Валентина Леонидовна Йÿçкасси шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе 33 çул вĕрентнĕ. Унăн тĕрлĕ награда нумай.

Вĕсем 2 хĕрпе 1 ывăл ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.  Пур ачи те аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ пур ялта та çуртсене капăр та пысăк лартаççĕ. Антоновсен  çурчĕ те çынсен çуртĕнчен кая мар. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр  тытаççĕ.

Кунта хăш-пĕр пĕрпеклĕх пур. Генăн та, Юрăн та арăмĕсем вырăс чĕлхипе вĕрентнĕ.  2 çемйи те пыл хурчĕсем тытать, вĕллисем - хăйсем ăсталанисем. 

Çакăн пек хисеплĕ учительсен çемйисемпе калаçни маншăн пысăк телей тесе шутлатăп. Вĕсене канлĕ ватлăх сунса уйрăлтăм.

Илья Яковлев.

Хурăнкасси ялĕ.  

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости