ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

"Кунта илнĕ пĕлÿшĕн намăсланма тивмĕ"

Категория: Образование Просмотров: 261

IMG 7512"Московский Центр непрерывного математического образования" коммерциллĕ мар вĕренÿ организацийĕ  пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ  Раççейри чи лайăх шкулсен рейтингне палăртать. Муркашри вăтам шкул кăçалхипе виççĕмĕш хут çак рейтинга кĕме пултарчĕ. Кăçал вăл - Раççейри чи лайăх 300 ял шкулĕ йышĕнче.

Муркаш шкул директорĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Олег Ефанов каланă тăрăх, çак рейтинга кĕме май паракан тĕп тăватă критери пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать: 9 тата 11 класран вĕренсе тухакансем пурте алла аттестат илни, вĕренекенсем патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕпе экзаменĕсенче вырăс чĕлхипе тата математикăпа, çавăн пекех суйласа илнĕ предметсемпе пысăк балсем пухни, шкул ачисем республика шайĕнчи предмет олимпиадисенче çĕнтерÿçĕсен тата призерсен йышне кĕни тата Раççей шайĕнче олимпиадăсене хутшăнни, вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçне массăллă çырни. Çапла вара рейтинга кĕме кулленхи ĕçĕн результачĕсем пулăшни куçкĕрет.

Олег Ефанов пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче выпускниксем аслă шкулсене вĕренме кĕрессин кăтартăвĕ питĕ лайăх пулнă. Унта выпускниксен 85,4 проценчĕ вĕренме кĕнĕ, 66,6 проценчĕ - бюджет вырăнĕсене. Выпускниксенчен ытларахăшĕ медицина, информатикăпа шутлав техникин сферисене суйласа илнĕ.

Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем çулсеренех шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн республика тапхăрĕнче  хутшăнаççĕ, призерсем тата çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ. Çакăн çине "Индиго" шкулпа куçăмлă-куçăмсăр çыхăнса ĕçлени те витĕм кÿнине калать завуч. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те çаплах пулнă. Кунпа пĕрлех иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕршыв шайĕнчи ытти конкурсра та муркашсем мала тухнă.

Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçне иртнĕ вĕренÿ çулĕнче чăнах та массăллă хутшăннă: çак ĕçсене 2, 5, 11 классем çырнă (паралелльлĕ классем темиçе пулнине те шута илмелле). Кăтартăвĕсем те япăх мар.

2017 çулта Муркаш шкулĕнчи 11 ача Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. Ку та хăйне майлă кăтарту.

Хальхи вăхăтра шкул Раççейри шкул ачисен юхăмĕн площадки пулса тăнă май, кунта çак пĕтĕм Раççей проекчĕ те ăнăçлă пурнăçланать. Кăçал вара Муркаш шкулĕнче "Агроклассем" республика проекчĕ те вăй илчĕ.

Муркаш шкулĕнче хальхи вăхăтра 923 ача вĕренет. Вĕсемпе 76 ăста педагог вăй хурать, 27 проценчĕ - аслă категори вĕрентекенĕсем. Шкулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ икĕ учителĕ ĕçлет, пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем 5 çын.

Олег Ефанов палăртнă тăрăх, шкулта робототехника енĕ лайăх аталанать. Муркаш шкул ачисем çулсеренех республикăра малтисен йышĕнче, Раççей шайĕнче те малти теçеткерех.

Муркаш шкулĕ рейтинга кĕме пултарнăран иртнĕ çул ЧР Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн указĕпе килĕшÿллĕн 1 миллион тенке тивĕçнĕччĕ. Ку кăçал та çаплах пуласса шанаççĕ Муркаш шкулĕнче вăй хуракансем. Рейтинга кĕрсе çак хавхалантарăва тивĕçни шкулшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Н. Николаева. 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости