ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Ильинкăсен - пысăк савăнăç

Категория: Образование Просмотров: 311

DSC07006Çак кунсенче Ильинкăри вăтам шкулта  пысăк савăнăç  пулчĕ: учительсем те, ачасем те тахçанах кĕтнĕ спортзал уçăлчĕ. Кунта капиталлă юсав ирттернĕ хыççăн питĕ хăтлă та илемлĕ.  Шкул коллективĕн савăнăçне пайлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ А. Федотов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, вĕренÿ пайĕн ертÿçи З. Дипломатова тата ыттисем хутшăнчĕç.

Зала пухăннисен сăн-питĕнче савăнăç шевли палăрчĕ. Ку таранччен те ильинкăсем спорт мероприятийĕсенче призлă вырăнсене йышăнман мар,  малашне вара вĕсем ытларах та тăрăшма, шанăçа тÿрре кăларма тивĕç.

- Ильинка ял тăрăхĕнче пурăнакансем пуçаруллă пулнине палăртас килет, вĕсем волейбол вăййине кăмăллаççĕ, çулсеренех  "Пысăк Атăл" спорт уявĕ ирттереççĕ. Малашне вара çак хăтлă залран спортсменсем ытларах тухасса шанас  килет, - терĕ Ростислав  Тимофеев мероприятие уçнă май ачасене вĕренÿре те, спортра та ăнăçу сунса.

Р. Тимофеев палăртнă тăрăх, Ильинкăри вăтам шкулăн спортзалне  "Единая Россия"  партин ял шкулĕсенчи спорт залĕсене юсассин тата реконструкцилессин  проекчĕ шайĕнче капиталлă юсанă, çакă - район территорийĕнче   çиччĕмĕш объект. Ку енĕпе малашне те ĕçлеме палăртнă. Р. Тимофеев Ильинка шкулĕн водителĕнче тăрăшакан Владимир Корпусова район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ.

Çавăн пекех шкул коллективне А. Федотов Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен, Патшалăх Канашĕнчен тата хăйĕнчен  ăшă салам сăмахĕсем илсе çитерчĕ.  Александр Иванович та савăнăçне пытармарĕ. Вăл каланă тăрăх, спорт кĕлетке вăйне кăна мар, чун çирĕплĕхне те ÿстерет. Пур енлĕ аталаннă ача вара пурнăçра хăйĕн вырăнне тупатех, малалла талпăнаканни пурнăç уттинчен юлмасть. Çак самантсене палăртнă май вăл ачасене республика шайне тухма тата çĕнтерме ăнăçу сунчĕ.

Ялти лару-тăрăва вырăнти çынсем аван пĕлсе тăраççĕ. Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Михаил Бычков та ырă улшăнăва палăртмасăр хăвармарĕ. Малтан спорт залĕ ачасемшĕн илĕртÿллех  мар пулнă пулсан, халĕ унтан тухас та килмест. Çавăнпа та  вăл кунта спорт тусĕсем ытларах та ытларах пуласса шаннине палăртрĕ.

Спорт залĕ еплерех улшăнса пыни çинче асăннă шкул ертÿçи Надежда Иванова чарăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, çакăнти капиталлă юсав валли пĕтĕмпе 1 миллион та 949,4 пин тенкĕ укçа уйăрнă, вăл шутран 977 пин тенкĕ - федераци бюджетĕнчен, пĕр миллиона яхăн - вырăнти бюджетран.

Надежда Лукинична республикăпа район ертÿçисене, вĕренÿ министерствине тав  турĕ. Çавăн пекех асăннă шкултан вĕренсе тухнă Андрей Лапшин ячĕпе те ырă сăмахсем каларĕ. Вăл  ачасене сывă пурнăç  йĕркишĕн тăрăшма, физкультурăпа спорта юратма вĕрентет.

Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Ляченков тата  вĕренÿ ĕçĕн ветеранĕ В. Ильина те ырă сăмахсем каларĕç. Çак шкулта  47 çул тăрăшнă, вăл шутра 12 çул шкул ертÿçинче тимленĕ хастар педагог та ырă улшăнушăн  савăннине, малашне аслă çулхисем те кунта килме хатĕррине палăртрĕ. Вăл каланă тăрăх,  çакăн пек хăтлăх пирки малтанхи вăхăтсенче ĕмĕтленме те пултарайман. 

- Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн, физкультурăпа спортшăн, - терĕç пĕр саслăн пысăк парнешĕн савăннине палăртса  (сăн ÿкерчĕкре).

Ачасем спортра вăй виçнĕ хушăра савăнăçлă мероприятие хутшăннă хăнасем  учительсемпе тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Р. Илларионова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости