ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Хастар вĕрентекен

Категория: Образование Просмотров: 374

IMG 1624Сăн ÿкерчĕкре Мăн Хураçкари шкулта тăрăшакан Валентина Углевăна куратăр. Вăл пуçламăш класри ачасене тарăн пĕлÿ  парассишĕн тăрăшать. 

- Манăн мĕн ачаранах учитель пулас ĕмĕт пулчĕ. Пире вĕрентнĕ учительсем вара пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕç, - кăмăллăн калаçать Валентина Ивановна.

Панкли шкулĕнче сакăр класлă пĕлÿ илнĕ хыççăн 1979 çулхине пултаруллă хĕр ача Канашри педагогика училищине пĕлÿ илме çул тытнă. Тĕрĕссипе вара тăван шкулти учительсемех ăна çак профессие суйлама пулăшнă.

Валентина Ивановнăн учитель стажĕ 1983 çулта пуçланнă, Панкли шкулĕн коллективне мĕн ачаранпах кăмăлланăран алла диплом илнĕ çамрăк специалист хăйĕн тăван шкулне ĕçлеме таврăннă. Шкул çулĕсенче тăрăшулăхпа ыттисенчен уйрăларах тăнă хĕр ачана, халĕ вара çамрăк учителе, коллектив хапăл туса йышăннă. Ĕçре пысăк ăсталăх пухнă вĕрентекенсем çамрăк учителе вĕренÿ сферинче  кирлĕ сĕнÿсемпе пулăшса пынă. Ачасем те ăна малтанхи вăхăтранах юратса йышăннă. Унра вĕсем çирĕп ыйтакан учителе те, иккĕмĕш аннене те курма пултарнă.

2010 çулта вара Панкли шкулĕн алăкĕсем хупăннă. Çавăн хыççăн Валентина Ивановна Мăн Хураçка шкулне ĕçлеме çул тытнă. Вăл палăртнă тăрăх,  кĕçĕн çулхи ачасемпе ĕçлеме питех те килĕшет. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿлĕх тĕнчинче пĕрле тăрăшни ăна мăнаçлантарать тата хавхалантарать.  Харпăр хăй ăс-тăнне, пултарулăхне ыттисене парнелесси сăваплă та сумлă  ĕç тесе шухăшлать вăл.                          

- Самантпа усă курса эпĕ Панкли шкулĕнче чылай çул директорта тăрăшнă Е.И. Соловьевăна тата унăн çумне Е.З. Зиновьевăна  учительсен професси уявĕпе саламлатăп, çавăн пекех вăл вăхăтра  пĕрле ĕçленĕ учительсене те ырăпа палăртас килет, унти шкул хупăннă хыççăн вĕсем салам сăмахĕсене питех илтеймеççĕ пулĕ. Хальхи шкулти туслă коллектива та уяв ячĕпе çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунатăп, - тесе палăртрĕ хăйĕн шухăшне хастар вĕрентекен.

Р. Илларионова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости