ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Пултаруллă педагог юрă та кĕвĕлет

Категория: Образование Просмотров: 275

IMG 6578Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Саида Усмановна Колдашова Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вуннăмĕш çул вăй хурать. Хальхи вăхăтра вожатăйра тата çав вăхăтрах шкул библиотекарĕнче тимленĕ май, вăл ачасен пултарулăхне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать.  Ачасене патриотла воспитани парассине пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе хаклать.

Саида Усмановна вокал енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ. Çавăнпа та вăл музыка предметне те вĕрентет, "Эстрадное пение" программăпа ачасене хушма пĕлÿ парассипе те тăрăшать. "Хальхи вăхăтра ачасем çынпа хутшăнма, хăйсене çынсем умĕнче тĕрĕс тата хăрамасăр тытма пĕлни те кирлĕ. Пирĕн хушма пĕлÿ программи ачасене ку енĕпе тивĕçтерет", - çапла палăртрĕ вăл ачасемшĕн хушма пĕлÿ илнин уссине.

Ачасен пултарулăхне аталантаракан педагог хăй те пултарулăхпа палăрса тăрать: илемлĕ юрлать кăна мар, чăвашла сăвăсем çырса юрăсем те кĕвĕлет.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости