Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Ирина Григорьева Ильинкăри вăтам шкулта 2005 çултанпа вăй хурать. Хальхи вăхăтра вăл рисовани урокĕсене вĕрентет тата çав вăхăтрах - директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ те.
Юлашки çулсенче ачасене математика, физика, техника вĕренĕвĕн моделĕсене тăвас ĕçе явăçтарма сĕннине шута илсе, Ирина Аркадьевна пуçламăш классемпе "Начальное техническое моделирование" кружок та ертсе пырать.
- Шкулта ĕçлеме мана питĕ килĕшет, мĕншĕн тесен эпĕ ачасене те, хам суйласа илнĕ профессие те кăмăллатăп, - тет вĕрентекен.
Н. НИКОЛАЕВА.
Декабрь 2017 |