ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

"Ачасем чун тасалăхĕпе тыткăнлаççĕ"

Категория: Образование Просмотров: 260

485 0894Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир Юнкăри "Рябинушка" ача садне çÿрекен ачасемпе пĕрле Земфира Ильина воспитателе куратăр. Земфира Ивановнăн ĕç стажĕ пысăк. Педагог профессине алла илнĕренпех вăл ачасемпе пĕрле. Çапла 27-мĕш çул ĕнтĕ хастар воспитатель ачасене кашни кун çĕннине пĕлтерет, вĕсен тавра курăмне анлăлатма тăрăшать, сывлăха упрама тата харпăр хăйне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме вĕрентет. "Ачасемпе ĕçлеме питĕ килĕшет, мĕншĕн тесен вĕсем пире, аслисене, хăйсем сисмесĕрех ĕç мелĕсене кăтартса пыма пултараççĕ, хăйсен чун тасалăхĕпе тыткăнлаççĕ", - тет воспитатель.

Муркаш районĕнче вара шкулчченхи 13 вĕренÿ учрежденийĕнче, шкулсем çумĕнчи 19 ушкăнра тата кĕске вăхăт ĕçлекен 3 ушкăнра пурĕ 142 педагог воспитатель тăрăшать. Паян вĕсем  хăйсен професси уявне Муркашри Культура çуртĕнче паллă тăваççĕ: пĕр-пĕрне курса калаçмалли, пĕр-пĕрин пултарулăхне курса савăнмалли чи меллĕ кун.

Асăнса хăвармалла, Раççейре Воспитатель кунне унччен те паллă тунă, анчах та 2016 çулхи майăн 17-мĕшĕнче кăна Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ тата наука министерствин 577 номерлĕ "Об установлении профессионального праздника - Дня воспитателя и всех дошкольных работников" хушăвĕ тухнă. Апла пулсан официаллă шайра çак уява чи çамрăккисенчен пĕри теме те пулать.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости