ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

"Пĕтĕмпех сире - çамрăксене валли"

Категория: Молодежь Просмотров: 666

nevestaÇапла палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев иртнĕ эрнекун Раççей çамрăкĕсен кунне халалланă уяв мероприятийĕнче районта туса ирттерекен ĕçсене тишкернĕ май. Ку вăл çапла пулмалла та. Мĕншĕн тесен районăн, республикăн, çĕршывăн малашлăхĕ - çамрăксенче. Аслисен ĕçне малашне вĕсен тăсас пулать.

Ку тĕлĕшпе районта туса ирттерекен ĕçсем вара чăннипех те калăпăшлă. Акă çамрăксен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене татса парассин ыйтăвнех илер. Ростислав Николаевич палăртнă тăрăх, федераци программипе килĕшÿллĕн нумаях пулмасть 24 çамрăк çемьене пурăнмалли çурт-йĕр туянма е тума социаллă тÿлев илмелли свидетельствăпа тивĕçтернĕ. Татах тепĕр çемье те ку свидетельствăна çывăх вăхăтрах тивĕçĕ.

Федерацин ял территорийĕсене аталантармалли программипе вара кăçал 9 çемье пурăнмалли çĕнĕ çурт-йĕре куçĕ, вăл шутра 8-шĕ - çамрăк специалист.

Мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă, активлă яш-кĕрĕме - уйрăм тимлĕх. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ятарлă стипендине 100 вĕренÿ отличникĕ илсе тăрать. Чăваш РеспубликинПуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăракансем 27-ĕн.

Шкултан вĕренсе тухакансем хушшинче медалистсен шучĕ ÿссе пырать. 162 выпускникран 38-шĕ аттестатпа пĕрле медале тивĕçнĕ. Ростислав Николаевич вĕсене медальсем парса чысларĕ, вĕсен ашшĕ-амăшĕ вара район администрацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ĕçлекен чи активлă çамрăксене район администрацийĕн Хисеп грамотисене тата Тав çырăвĕсене пачĕ. Иртнĕ çул ĕçлекен активлă çамрăксене хавхалантарма районта ятарлă стипенди туса хунă. Вĕсене те Ростислав Тимофеев çавна çирĕплетекен свидетельствăсене пачĕ.

Уявпа çамрăксене район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Мясников саламларĕç.

Уяв пурне те асра юлмалла - савăнăçлă, илемлĕ, интереслĕ иртрĕ. Интерактивлă площадкăсем ĕçлерĕç. Кашниех хăйне кирлипе, интереслипе паллашма пултарчĕ. Спортăн тĕрлĕ енĕпе вăй виçме те май пулчĕ уявра.

Хĕрсем вара уяв каçĕнче Муркашри туй тумтирĕсен салонĕн туй кĕписене тăхăнса хăйсем çинче виçсе пăхрĕç. Çул çитнĕ хĕрсен парадне вĕсем раритет автомашинăпа пырса çитрĕç.

Хумхануллă самант çитрĕ. Шкулсенчен вĕренсе тухнисем вальс çеммипе çаврăнаççĕ. Тÿпенелле вĕçсе хăпарнă шарсемпе пĕрле вĕсем хăйсен ачалăхне вĕçтерсе ячĕç.

Уяв каçĕ çĕрлечченех тăсăлчĕ. Чăваш халăх артисткин Августина Уляндинан  тата "Ярды" фолк-ушкăнăн шоу-программи пурне те кăмăла кайрĕ.

Уяв каçĕнче çамрăксем валли дискотека та, уяв фейерверкĕ те пулчĕ.

Л. ПАВЛОВА.

 

Сăн ÿкерчĕкре: уяв каçĕн саманчĕсенчен пĕри.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости