Сăн ÿкерчĕкре эсир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиатне - Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин "Центр занятости населения Моргаушского района" хысна учрежденийĕн ертсе пыракан инспекторне Марина Осиповăна куратăр. 2009 çултанпа вăй хурать вăл ĕçпе тивĕçтерекен центрта. Общество пурнăçĕнчи хăйĕн активлăхĕпе, ĕçри хастарлăхĕпе тивĕçнĕ вăл çак чыса. Сăмах май, Марина Михайловна иртнĕ çул та районти ĕçлекен çамрăксен йышĕнче палăрма ĕлкĕрнĕччĕ. Ун чухне вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илме пултарнăччĕ.
В. ШАПОШНИКОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Сентябрь 2026 |
