"Муркаш пики" - Арина

Категория: Молодежь Опубликовано: 27.11.2017, 15:11 Просмотров: 5383

Арина 2"Муркаш пики" конкурса хутшăнакан пикесен йышĕ çулсеренех пысăкланса пырать. Кăçал Муркашри Культура çурчĕн сцени çине районти 12 пике тухма кăмăл турĕ. 

Пурте хÿхĕм те çепĕç, пултаруллă та ăслă-тăнлă, сăнĕпе те, чунĕпе те илемлĕ - жюрие вĕсенчен чи тивĕçлине суйласа илме те çăмăл пулмарĕ. Пикесем хăйсене сцена çинче тытма пĕлни, ыйтусене тĕрĕс хуравлани, чăвашла тĕрĕс те илемлĕ  калаçни, пултарулăх шайĕ - çакă пĕтĕмпех хаклав витĕр тухрĕ.

Пухнă балсен пĕтĕмлетĕвĕпе Муркашри Арина Тихонова, Чăваш патшалăх университечĕн студентки, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вăл "2017 çулти Муркаш пики" ята çĕнсе илчĕ (сăн ÿкерчĕкре), Шупашкарта вырнаçнă "Строительный комбинат" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Павел Вязов палăртнă ятарлă парнене тивĕçрĕ. Çапла вара декабрьте Шупашкарта иртекен Пĕтĕм Раççейри "Чăваш пики" конкурсра Арина Муркаш район чысне хÿтĕлĕ.

Яланхи пекех ытти номинаци çĕнтерÿçисене те палăртрĕç: "Вице-Муркаш пики" - Юлия Иванова (Ярапайкасси ял тăрăхĕ), "Хÿхĕм пике" - Анастасия Кадыкова (Чуманкасси), "Çепĕç пике" - Карина Андреева (Оринин), "Ăслă пике" - Анастасия Михайлова (Шетмĕпуç) тата "Куракансем кăмăлланă пике" - Инна Ягунова (Юнкă). Çак хĕрсен тата конкурса хутшăннă ытти пикен те малашне республика шайĕнчи конкурс таран "ÿсме" шанăç пысăк.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс. Новости