Шалти ĕçсен пайне утнă май пĕр палламан хĕрарăмран: «Эсир хăвăрăн участковăя паллатăр-и? Сирĕн шутпа вăл мĕнле полицейски?» - тесе ыйтрăм.
- Участковăйра çынлăх пулмалла, саккунсене пĕлнипе пĕрлех вăл çынсемпе те йĕркеллĕ калаçма пултартăр. Хамăрăн участковăя паллатăп, вăл шăпах çакăн пек полицейски, - терĕ вăл. Хăй Муркашра пурăннине пĕлтерчĕ.
Муркаш ял тăрăхĕн участковăйĕнче хальхи вăхăтра Сергей Блинов тимлет (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри). Участковăй должноçĕнче вăл 2016 çултанпа, шалти ĕçсен пайĕнче вара 2008 çултанпах вăй хурать. Участковăй ĕçне полицин кĕçĕн лейтенанчĕ çăмăл мар тесе хаклать, çапах та çын пурнăçлама пултарайман ĕç çук тесе шÿтлесерех палăртрĕ.
Дмитрий Григорьевăн (сулахайри) ĕç стажĕ те пĕчĕк мар - вунă çултан иртнĕ ĕнтĕ. Юлашки икĕ çул вăл Уйкас Янасал тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсене пăхса тăракан участковăйра тăрăшрĕ. Нумаях пулмасть ăна участковăйсен тата çул çитменнисен подразделенийĕн уйрăмĕн пуçлăхне çирĕплетрĕç.
- Хальхи вăхăтра пирĕн штатра икĕ участковăй çитмест-ха, апла пулин те районти пур ял тăрăхне те çитетпĕр, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатпăр. Коллектив пĕтĕмĕшле çамрăк, çавăнпа та Николай Кудряшовпа Александр Степанов аслă участковăйсем хăйсен опычĕпе паллаштарса тăни туслă ĕçлеме май парать, - пĕлтерчĕ полици лейтенанчĕ.
Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.
Март 2023 |