ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

«Салтака кăмăлпа каятпăр»

Категория: Молодежь Просмотров: 246

IMG 8021- Çара тулли кăмăлпа, хаваспах каятпăр, - терĕç пĕр шухăшлăн эсир сăн ÿкерчĕкре куракан яшсем.

Отарккă ялĕнчи Алексей Корчагин (сулахайри) тата Сентимĕрти Степан Зайцев кăçалхи кĕрхи призывăн чи сумлă призывникĕсем пулчĕç тесен те йăнăш мар. Вĕсене медкомисси хыççăн ытти нумай енлĕ çирĕп тĕрĕслев те Президент полкĕнче службăра тăма юрăхлă тесе çирĕплетнĕ.

Алексей Олимп резервĕн училищи хыççăн кăçал Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Президент полкĕнче хĕсметре тăма юрăхлă пулнăшăн савăннине палăртрĕ, спортпа туслашма пулăшнă Сергей Васильевич Черкашина тата "Сывлăх" спорт шкулĕнчи ытти тренера тав сăмахĕ каланине пĕлтерчĕ.

Степан Шупашкарти коопераци институчĕ çумĕнчи колледж хыççăн çав институтрах куçăмсăр майпа вĕренме тытăннă. 

Çак икĕ хастар каччăна Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатĕнчен ытларикун салтака ăсатрĕç. Çар комиссарĕ Владимир Казаков та, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та çамрăксене службăра ăнăçу сунчĕç, район вĕсемпе мăнаçланнине палăртса каларĕç.

 Юнкун вара Канашран Чăваш Енри 10 призывника, республикăн çар комиссарĕ Александр Мокрушин каланă пек, чи лайăххисенчен  чи  тивĕçлисене, Раççей Федерацийĕн чи сумлă çарне - Президент полкне ăсатрĕç.

Çак кун Степан Мускавра службăра тăрассине пĕлчĕ, Алексей вара шăпах çав 10 салтак йышне кĕме тивĕçрĕ. Ку таранччен тĕнче шайĕнчи турнирсенче те çитĕнÿсем туни спортри ăнăçу пулнă пулсан, Президент полкĕнче службăра тăни унăн пурнăçĕнчи чи паллă тапхăрĕсенчен пĕри пуласси иккĕлентермест.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости