ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

"Пĕрлĕхе эпир те туятпăр"

Категория: Молодежь Просмотров: 278

IMG 5421Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан пикесем - октябрьте Сочи хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивальне хутшăннă хастарсем. Оринин шкулĕн вĕрентекенĕ Оксана Кирпичникова, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Анюта Архипова, районти "Молодая гвардия" пĕрлешĕвĕн ертÿçи Анастасия Иванова тата тĕнчипе паллă спортсменка Вера Соколова (сулахайран сылтăмалла). Вĕсемпе пĕрле фестивале пирĕн районтан тепĕр виçĕ каччă кайма тивĕçнĕ: Кашмашри Александр Гониашвили тата Вăрманкассинчи Александрпа Иван Петровсем.

Сочири фестиваль, чăнах та, тĕнчери пур халăха та пĕрлештерме пултарнине калаççĕ муркашсем. "Фестивале 186 çĕршыври 18-35 çулсенчи 26 пин çынна яхăн хутшăннă. Çак пĕрлĕхе эпир те туятпăр", - теççĕ. Унта илнĕ хавхалану нумай вăхăта пырасса шанаççĕ.

Ыран Раççей çĕршывĕ Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлать, апла ку уявăн пĕлтерĕшне кăçал Раççейри, пирĕн республикăри чылай çамрăк та хăй çинче ытларах туять. Сочири фестивальте пулнă çамрăксенчен чылайăшĕ ав ноябрĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта Туслăх çуртне уçнă çĕре те хутшăннă. Çак пулăм Чăваш Еншĕн тата республикăра пурăнакан халăхсен пĕрлĕхĕпе туслăхĕшĕн чăнах пысăк пĕлтерĕшлĕ: обществăри килĕшÿпе тăнăçлăхсăр мала кайма йывăр.

Пирĕн районта вара ыран çамрăксен районсем хушшинчи "Шаг навстречу" ятлă спорт фестивалĕ тата çавра сĕтел хушшинчи калаçу иртет.

Н. НИКОЛАЕВА. 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости