ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çамрăксен пултарулăхĕпе, пуçарулăхĕпе усă курмалла

Категория: Молодежь Просмотров: 360

informdenСентябрĕн 20-мĕшĕнче республикипех черетлĕ Информаци кунĕ иртрĕ. Информаци кунĕн шайĕнче  муркашсем патне ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республики тăрăх федераци тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров килчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа пĕрле вăл республика шайĕнчи "Актив шкулĕн" ĕçне хутшăнчĕ.

Çавра сĕтеле вĕренÿ сферин республика шайĕнчи специалисчĕсемпе пĕрлех ЧР Сывлăх сыхлав министерствин тата ЧР Экономика министерствин представителĕсем те хутшăнчĕç.

Малтанах хăнасене Ростислав Тимофеев районта çамрăксем валли пĕтĕмĕшле мĕнле условисем йĕркелесе пынине пĕлтерчĕ. Çамрăксене валли, вăл шутра çамрăк çемьесене те, паллах, вырăнта тивĕçлĕ пурнăç условийĕсем туса парассипе, ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе, нумай ачаллă, вăл шутра нумай ачаллă çамрăк çемьесене валли, çĕр лаптăкĕсем уйăрассипе юлашки çулсенче уйрăмах тимлĕ ĕçленине палăртрĕ.

Çавра сĕтел мелĕпе иртнĕ калаçу республикăра тата Муркаш районĕнче уйрăммăн çамрăксен политикин енĕсем пирки пулчĕ. Республикăра ку тĕлĕшпе мĕнле лару-тăру пулнипе Чăваш Ен Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Анна Головина паллаштарчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл республикăра çамрăксен шучĕ чакнине палăртрĕ. Çавăнпа та çĕршыв, республика тата муниципалитетсен шайĕнче çамрăксен ыйтăвĕсем çине тимлĕх ытларах уйăрасси ыт ахальтен маррине каларĕ. Пултаруллă çамрăксем валли республикăра тĕрлĕ хавхалантару мелĕ пуррине аса илтерчĕ.

Каламалла, тĕрлĕ премипе стипендисĕр пуçне пултаруллă çамрăксем  тĕрлĕ гранта тивĕçме пултараççĕ. Çакăн çинчен тĕплĕ калаçу пулчĕ, мĕншĕн тесен çавра сĕтеле республика, Атăлçи федераци округĕн тата çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ форумсенче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă çамрăксем те хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен проекчĕсене пурнăçлама шăпах грантсене тивĕçнĕ.

- Пысăках сумма мар пулсан та, пуçламăшĕ пур, - теççĕ çамрăксем.

Сăмахран, Юрий Ермаков Атăлçи федераци округĕнчи çамрăксен "iВолга" форумĕнче "Вожатăй - ачан чи лайăх юлташĕ" проектпа çĕнтернĕ. Çамрăка вожатăйсене хатĕрлессипе регионсенче кăна мар, Раççейĕпех пĕрлĕхлĕ методика çукки пăшăрхантарать. Çавăнпа та проекта пурнăçланă май вăл республикăра, регионта, каярах çĕршывра та вожатăйсене хатĕрлемелли пĕрлĕхлĕ хатĕрлев патне пырасса шанать, ятарлă методика кирлине калать.

Геннадий Федоров тĕп инспектор ку проект чăнах та кирлине, социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Юлашки çулсенче ачасем канакан лагерьсенче тĕрлĕ пăтăрмах пулнине массăллă информаци хатĕрĕсенчен чылайăшĕ пĕлет. Тен çакă пĕрлĕхлĕ методика çуккипе те çыхăннă. Çавăнпа та вăл проекта тивĕçлĕ пулăшу пулмаллах терĕ.

Ытти хăш-пĕр хутшăнакан та  хăйĕн проекчĕпе паллаштарчĕ. Çавра сĕтеле хутшăнакансем вĕсен ĕçĕсем çĕнĕ технологисене усă курса медицинăра, промышленноçра пулăшу кÿме тивĕççине палăртрĕç.

Çавра сĕтеле хутшăннă район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова пирĕн районта çамрăксемпе епле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Çитĕнÿсем нумай: çарпа патриот воспитанине парасси, волонтерсемпе ĕçлесси, çамрăк специалистсемпе çамрăк çемьесене пурнăç условине лайăхлатма пулăшасси тата ытти нумай ен чăнах та лайăх аталанса пырать. Районта ĕçлекен тата вĕренекен çамрăксем валли ятарлă стипендисем пур, кунсăр пуçне çулсеренех çамрăк специалистсемпе çамрăк çемьесем пурнăç условийĕсене лайăхлатма каялла тавăрса памала мар субсидисене тивĕçеççĕ тата ытти те.

Геннадий Федоров та çакна курса тăнине, çавăнпах Муркаш районĕнче пĕрремĕш хут маррине палăртрĕ.

- Муниципалитетăн ку енĕпе ыттисене каласа кăтартмалли пур - ку питĕ лайăх. Çамрăксен политикине пурнăçлассипе эсир лайăх система йĕркеленĕ: çамрăксене малалла ăнтăлмалли мелсене йĕркеленĕ, вĕсене хавхалантармалли мелсене те пăхса хунă, - терĕ инспектор.

Вĕренÿ министерствин представителĕсем вара Муркаш районĕн çамрăкĕсене республика тулашĕнче иртекен форумсене, проектсен конкурсĕсене активлăрах хутшăнма чĕнсе каларĕç.

Муркаш шкулĕнчи кадетсем çак çулпа кайма тытăннă темелле. Шкулти 9-мĕш кадет класĕнче вĕренекен Анастасия Прохорова акă Пĕтĕм Раççейри çамрăк экологсен слетĕнче "Несанкционированная свалка: как этого не допустить" проектпа çĕнтернĕ. Екатерина Смирнова кадет - Пĕтĕм Раççейри космос фестивалĕн çĕнтерÿçи. Вăл Муркашри вăтам шкулта çарпа патриот ĕçне йĕркелессипе хатĕрленĕ проекта епле пурнăçлани çинче чарăнса тăчĕ.

- Муркаш шкулĕ "Раççейри шкул ачисен юхăмĕ" организацин пилот площадки пулни пирĕншĕн питĕ лайăх: эпир ку таранччен хутшăнман конкурссене те хутшăнатпăр, çĕнтеретпĕр, - терĕ вăл хавхаланса.

- Паян кунта йĕркеленĕ мероприяти тытăм енчен те, форма енчен те тивĕçтерчĕ - ăнăçлă пулчĕ. Чăнах та тĕрлĕ шайра пулăшăва тивĕçлĕ проектсем пурнăçланаççĕ. Çамрăксемпе ĕçленĕ чух вĕсене аталанма пулăшмалла, аталанма условисем туса памалла. Унран та ытларах - шкул хыççăнхи пĕлÿ илнĕ пултаруллă çамрăксемшĕн тăван çĕре таврăнма тивĕçлĕ условисем пурри пысăк пĕлтерĕшлине манмалла мар, - тесе вĕçлерĕ калаçăва федераци инспекторĕ.

Республика представителĕсем çамрăксен ыйтăвĕсене Муркашра сÿтсе явни ăнсăртран пулмарĕ пулсан, ку шая ÿкермелле мар. Пурнăç ыйтнă пек хальхи вăхăтра çамрăксем те питĕ хăвăрт аталанса çĕнĕ технологисене алла илсе пыраççĕ. Апла пулсан аслисен çак аталанăва асăрхаса çамрăксене обществăлла пурнăçа активлăрах явăçтарса пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлама, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама май пуррине асрах тытмалла.

Н. НИКОЛАЕВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости