Тĕрĕ тĕнчинче пурăнать

Категория: Культура Просмотров: 677

DSC03911Чăвашсем мĕн авалтанах тĕрлеме ăста пулнă. Кашни тĕрĕре вара хăйне майлă вăрттăнлăх упраннă. Чăваш тĕрĕллĕ тум уйрăмах паха шутланнă.  Халĕ, паллах, тĕрлес  мел улшăнчĕ. Анчах ăна çав-çăвах ĕçчен те пултаруллă çынсем ăсталанине пĕлсе тăратпăр. Ырă йăла аслисенчен кĕçĕннисене куçса пырать. Вăл е ку эреше хатĕрлесе çитерме чăтăмлăх та, пултарулăх та кирлĕ. Çавăн пекех чун туртăмĕпе пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ, унсăрăн паха тĕрĕ пулаймĕ.

Ярославка ял тăрăхĕнчи Елизавета Дмитриева та тĕрлеме ăста, вăл уйрăмах çамрăкрах çулсенче чылай тĕрленĕ. Куллен ĕçе васканă пулин те, е минтер пичĕ, е тутăр тата ыттине илемлетме вăхăт тупнă. Чăваш поэчĕн сăввинчи йĕркесем ăста Елизавета Ильиничнăна та çывăх:  е тĕрĕ çиппи илет те юрла-юрла тĕрĕ тăвать.  Вăл - илемлĕх тĕнчин ăстаçи. Тивĕçлĕ канăва тухнă хастар çын çавăн пекех ытти ал ĕç тăвассинче те пултаруллă.  

Халĕ те вăл пурнăç уттипе тан пырать, тĕрлĕ мероприятие тухса хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарать. Елизавета Ильинична юрă-ташăра та  пултаруллă, обществăлла ĕçре те пуçаруллă. Малашне те унăн ĕçĕсем ăнса пыччăр.

Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.     

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс. Новости