ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Клубсем çĕнелсе улшăнаççĕ

Категория: Культура Просмотров: 247

IMG 8400Капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн Шомикри Культура çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçнă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çапла калани асра юлчĕ: «Иртнĕ çулсенче калăпăшлă юсав ĕçĕсене ытларах ача сачĕсенче, шкулсенче туса ирттерме тăрăшрăмăр. Юлашки вăхăтра вара ку тĕлĕшпе культура учрежденийĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрма тытăнтăмăр».

Район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн пуçлăхĕпе Елена ЧЕРНОВĂПА тĕл пулнă май Ростислав Николаевичăн сăмахĕсем чăнлăхпа тÿр килнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пама ыйтрăм:

- Çавна кăна калама пултаратăп. Юлашки икĕ çул хушшинче кăна пысăк юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ май районта чылай культура учрежденийĕн сăн-сăпачĕ тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕ, вĕсен пурлăхпа техника бази самай пуянланчĕ. Культура учрежденийĕсене аталантарассипе республика, федераци шайĕнчи программăсемпе проектсене анлăн хутшăнатпăр, вырăнти бюджет укçи-тенкине те сахал мар уйăратпăр.

Акă "Единая Россия" партин "Местный Дом культуры" проектне хутшăнса Шомик клубне тĕпрен юсарăмăр. Çавна валли федераци укçи-тенкине 645 пин тенкĕ ытла, республика бюджетĕнчен 71 пин тенкĕ ытла, вырăнти бюджетран 430 пин тенкĕ уйăрнă. Вырăнти бюджет укçи-тенкипех кунти котельнăйра 180 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.

Вырăнти бюджетран укçа уйăрнипе иртнĕ çул Матьăкри Культура çуртĕнче 2,2 млн тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем туса ирттернĕччĕ. Кăçал вара "Единая Россия" партин "Местный Дом культуры" проекчĕпе Культура çурчĕ валли оборудовани, сцена çипуçĕ туянма, художество пултарулăх коллективĕн костюмĕсене çĕлетме 600 пин тенкĕ уйăрма май килчĕ.

Ятман клубĕнче иртнĕ çул пысăк юсав ĕçĕсем туса ирттернĕччĕ. Кăçал клуба хăт кĕртессипе татах 1 млн та 707 пин тенкĕлĕх ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Укçа вырăнти бюджетран уйăрнă. Çитес çул вара Ятман клубĕ валли модернизаци программипе оборудовани тата сцена çипуçĕ туянма 600 пин тенкĕ уйăрăпăр.

Ĕнер кăна капиталлă юсав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн Шуркасси клубĕ хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Юсав ĕçĕсене пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе пурнăçланă. Çавна май пĕтĕмĕшле кирлĕ 1,2 млн тенкĕрен 250 пин тенкине ял çыннисем хăйсем пуçтарнă.

Культура учрежденийĕсене юсас, хăт кĕртес ĕçсем кăçалхи çулпа вĕçленмеççĕ. Çак ĕçсем çитес çулсенче те пулса пырĕç. Черетре - ытти Культура çурчĕсемпе клубсем.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.  

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости