ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

Тăлăх ачасем валли - уяв парни

Категория: Культура Просмотров: 289

IMG 8396Районти ача-пăча библиотекинче ал ĕç ăстисен кружокĕ виççĕмĕш çул ĕçлет. Ăна Мăн Сĕнтĕрти ветерансен интернат çуртĕнче вăй хуракан Алина Семенова ертсе пырать. Кашни эрнерех 2 - 3 хутчен ал ĕç ăстисем занятисене пухăнаççĕ, çипрен тĕрлĕ издели çыхаççĕ, хăйсен ăсталăхне ÿстереççĕ. Хăйсен ĕçĕсемпе вĕсем тĕрлĕрен выставкăпа конкурса та тăтăшах хутшăнаççĕ.

Маттур хĕрарăмсем Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне вара кашни çулах тăлăх, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем валли парне хатĕрлеме манмаççĕ. Кружок членĕсене черетлĕ заняти вăхăтĕнче сăн ÿкерсе илтĕм. Вĕсем хăйсен аллипе çыхса хатĕрленĕ çакăн пек эрешлĕ калпака уявра илме кирек епле ача та хавас пулĕ.

Сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла: кружок членĕсем Валентина Андреева, Марина Скворцова, Алина Семенова, Инна Васюхина, Ирина Павлова.

В. ШАПОШНИКОВ сăн ÿкерчĕкĕ.  

Добавить комментарий

Архив материалов

Февраль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости